Большеабакасинский территориальный отдел Ибресинского муниципального районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çавра сĕтел "Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ"

14:11 07 октября 2021 г.

 

Юпа уйăхĕн 6- мĕш кунĕнче Пысăк Упакасси ял вулавăшĕнче çавра сĕтел   «Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ» ятпа  тĕлпулу иртрĕ.

 Кереке хăнисем -  «Тăван Атăл» журналăн  редакторĕ Арсений Тарасов, «Хресчен сасси» хаçатăн корреспонденчĕсем Валентина Петрова тата Лариса Никитина пулчĕç. Тĕл пулăва кĕнекепе туслă ял- йыш, Пысăк Упакасси шкулĕнче  вĕренекенсемпе вĕсене   вĕрентекенĕсем  пуçтарăнчĕç.

  Килнĕ хăнасем  хăйсен пурнăçĕпе ,ĕçĕ -хĕлĕпе паллаштарчĕç. Хапăл тусах пуçтарăннисемпе  те кăсăкланчĕç.

Нина Ерилеева çырнă Таван Атăл журналăн « Юнпа пĕвеннĕ Çентерÿ» рубрикинче   кун курнă  «Синкерлĕ самана ир сапрĕ кĕмĕл пуç çине»  сăвă çула йыхравланă иккен  хăнасене. Калаçу  Сăрпа  Хусан хÿтлев  чиккисене тума хутшăннă ентешсем пирки пычĕ.

 Паллах, Сăр хĕррине окоп чавма кайнă ентешсем пирĕнтен уйрăлса кайна  ĕнтĕ.  Çывăх çыннисем    таванĕсем каласа кăтартнине  астуса юлнă. Акă  Анисса Петровăн мăн аккăшĕ,  Павлова Матрена Павловна, Хĕр хĕррине окоп чавма кайсан хытă шăннине пула чирлесе вăрçă пĕтичченех çамрăклах çĕре кĕнĕ. Нина Яковлевăн амăшĕ те окоп чавма хутшăннă. Каярахпа мĕн вăрçă пĕтичченех тракторист пулса ĕçленĕ. Мирлĕ пурнăçра почтальон сумкине алран яман.

Тăван  чĕлхен илемлĕхĕне хакласси, хисеплесси çинчен те калаçрĕç çавра сĕтел хушшине пуçтарăннисем.

Хăнасем ялти культура çуртĕнче йĕркеленĕ авллăх музейĕпе те паллашрĕç. Кунти пуян экспонатсемпе кăмăллă пулчĕç  Çавра сĕтел хушшинче техĕмлĕ чей ĕçнĕ хыççăн  ырă туйăмсемпе  пĕр пĕрне ырă сунса  тепре тĕл пуличчен хăнасем Шупашкара çул тытрĕç.

Тĕлпулу яланлăхах асра юлĕ.

Большеабакасинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинскоий район, д. Большие Абакасы, пер. Мирный, д.15
Телефон: 8(83538) 2-44-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика