Большеабакасинское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çемен Элкерĕн асăну кунĕ Пысăк Упакасси вулавăшĕнче

11:03 03 сентября 2021 г.

Чăваш çăлтăрĕсем яп-ялтăр,

Шултраланаççĕ кĕрхилле:

Ав Кĕвенте, Ала, ав Алтар…

Çÿлте те пурнăç çĕртилле!

Эс ху та çăлтăр  хушаматлă,

Пĕр ярăм çăлтăрччĕ: Элкер!

Каятăн … Çут тĕнче - самантлăх,

Çĕртен шăтса çĕрех кĕрер.

 ( П. Хусанкай, 1966 Çемен Элкер куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупсан П. Хусанкай унăн тупăкĕ умĕнче каланă сăмахсем).

Хаклă поэтăмăрăн, пирĕн ентешĕмĕрĕн  кун çулĕ   1966 çулта авăн уйăхĕн  6- мĕшĕнче  татăлнă.

Кушлавăш уйĕ, Ç. Элкерĕн тăван енĕ.  Кушлавăш уйне, Йĕпреç тăрăхне республика шайне кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхĕ умне чапа кăларнă.

Çемен Элкере икĕ хутчен РСФСР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланă. Вăл 1937 çултан пуçласа вун пилĕк çул хушши пĕр улшăнмасăр Чăваш писателĕсен союзĕн правлени членĕ пулнă.

Тăван литературăна аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн 1940 çулта Ç.Элкере Чăваш халăх поэчĕ ятне панă, 1945 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Япав орденĕпе, 1950 çулта Ленин орденĕпе наградăланă.

Ç.Элкер 1934 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ пулнă.

 Ç.Элкерĕн чăвашла пĕтĕмпе вăтăра яхăн кĕнеке тухнă. Унăн хайлавĕсене пилĕк томпа пухса кăларнă (1960-1964) тата «Хурапа шурă» кĕнекере пичетленĕ (1994).

Пысăк Упакасси халăхĕ çеç мар, пĕтĕм чăваш çынни Элкерĕн вилĕмсĕр  «Хĕн хур айĕнче» повеçĕн йĕркисене нихăçан та манăçа кăларас çук . Петĕр Хусанкай çырнă   хайлав выранлă пуль:

Шыв – шурсем хумханччĕр, сĕм вăрман кашлатăр,

Чыс тăватпăр пурте хамăр Элкере.

Çĕнĕ йăх шавлатăр, шухăш шухăшлатăр,

Вĕçсĕр пултарулăхĕ пытăр тĕнчере

Большеабакасинская Библиотека (vk.com)

День памяти Элкера

Большеабакасинское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинскоий район, д. Большие Абакасы, пер. Мирный, д.15
Телефон: 8(83538) 2-44-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика