Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Ҫамрӑкӗсен сасси» журналистсемпе блогерсен пӗрлешӗвӗн пӗрремӗш ҫавра сӗтел тӗлпулӑвӗ иртрӗ

22:22 30 августа 2021 г.

       Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хыпар хаҫат ҫумӗнче йӗркеленӗ «Ҫамрӑкӗсен сасси» журналистсемпе блогерсен пӗрлешӗвӗн пӗрремӗш ҫавра сӗтел тӗлпулӑвӗ иртрӗ. Сӳтсе явмалли теми пулчӗ «Хальхи чӑваш интеллигенцийӗ ҫарӑкӗсен куҫӗпе». Унта Йӗпреҫ районӗнчен Пучинкери культура Ҫурчӗнче ӗҫлекен культорганизатор тата Пучинке ял тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксен Канашӗн председателӗ Дина Трякова та хутшӑнчӗ.
Чӑваш блогерӗсем хушшинче ҫавра сӗтел тӗлпулӑвӗ, питӗ ӑшшӑн иртсе кайрӗ.
        Кашни килнӗ ҫамрӑк - блогерсем хӑйӗн кумирӗ тата тӗслӗх илмелли ҫынсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Дина Трякова та камран тӗслӗх илнине пӗлтерчӗ — «Воронова Зинаида Ивановна - вӑл маншӑн пысӑк тӗслӗх. Ӑна пула эпӗ тӗрлӗрен ал ӗҫӗсем тума вӗрентӗм (хушпу, тухья, масмак, мӑй ҫыххисем тата ытти те), халлӗхе пӗчӗк утӑмсем ҫеҫ тӑватӑп пулсан та, манӑн та Зинаида Ивановна пек маттур та, пысăк ӑстаҫӑ пулас килет».
     Ҫакӑн пек ҫамрӑкӗсем хушшинче, часа - часах тӗлпулӑсем пуласса ҫамрӑкӗсем шантарса калаҫрӗҫ. Кашни хӑйӗн шухăшĕсене каласа пани, питӗ кирлӗ вырӑнта пулчӗ. Ҫамрӑкӗсем тӗлпулса калаҫни тата пӗрле пӗр шухӑшлӑ пулни, вӑл чӑннипех хавхалантарать.

Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика