Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван ялта хăнара

16:26 22 апреля 2021 г.

Туҫи Ҫармăс ял библиотекине тата ял клубне ака уйăхĕн 20 -мĕш числинче халăх чылай пуçтарăнчĕ, хăнана пирěн ентеш,  пултаруллă çыравçă, Куславка районěн «Ялав» хаҫат тěп редакторě , Раҫҫей писателĕсен Союзĕн членĕ Валентин Николаевич Константинов, унпа пĕрле Ираида Николаева Куславкка районĕн культура пай пуҫлăхĕ, Солдыбаево ял поселенинчен «Шурă хурăн » ансамбль килсе ςитрĕҫ. Ентешсем хăнасене тăваллăн алă ҫупса кĕтсе илчĕҫ.               

Валентин Николаевич Константинов  Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс ялĕнче çуралнă.  Чи юратнă теттисем унăн хут тата кăранташпа ручка пулнă. Вĕсенчен вăл нихăçан та уйрăлман. Тăван ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкула çӳренĕ чухнех Валентин тавралăх илемне ытараймасăр, юратнă çыннисемпе тата чĕр чунсемпе киленсе Вăрнар район хаçатне тата республикăри «Пионер сассине» сăвă-калавне ăсатнă. Кĕçĕн Кипекри ватам шкулта вĕреннĕ чухне çырас ăсталăхне татах та ӳстернĕ. Каярахпа Валентин ăсталăхне Чăваш патшалăх университечĕн тата Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ университетăн журналистсен факультечĕсенче туптанă.  1982 ҫултанпа хǎйĕн пурнǎҫне Куславкка районĕнчи «Ялав» хаҫат редакцийĕпе ҫыхǎнтарнǎ, 1986 ҫултанпа  ҫак хаҫатǎн тĕп редакторĕ пулса ĕҫлет.

Валентин Николаевич Куславкка районĕн «Ялав» хаçат редакцине ертсе пынисĕр пуҫсăр республикăра тухса тăракан хаçатсемпе, «Капкăн», «Тăван Атăл» журналсемпе тачă çыхăну тытать, Вăрнар районĕн хаҫачĕпе те тачă ҫыхăну тытать.    Валентин Николаевич общество ĕҫĕсене хастар хутшǎнать. Куславка районĕн депутане, хула депутатне те 1 мар суйланǎ ǎна. Ĕçне кура – хисепĕ. Вǎл  Чǎваш Республикин Президенчĕн  Тав туни ҫырǎвне,  Чǎваш Республикин информаципе  пичеть Министерствин , Чǎваш Республикин пичетпе информаци Гос. комитечĕн, Раҫҫей журналисчĕсен Союзĕн, Куславкка район администрацийĕн, Чǎваш республикин Культура министерствин, Чǎваш Республикин Патшалǎх Совечĕн грамотисене, «Пресса-2008» дипломне тивĕҫнĕ.

Авторǎн халлěхе виҫĕ кěнеке пичетленсе тухнǎ. Пĕрремĕш   «Шурǎ тӱпери шурǎ ҫурт» ятлă сăвăсемпе калавĕсен пуххи  Куславкара 2006 ҫулта, 2 мĕш кĕнеки  «Кивě ҫǎл вǎрттǎнлǎхě» Шупашкарта  2013 ҫулта пичетленсе  тухнǎ, 2018 султа «Тупа» кĕнеке пичетленсе тухна. Ҫак «Тупа» романри пуҫламăш сăнарсене ачалăхри пĕр саманта уҫса панă. Калавсене ҫырнă чухне те тăван кĕтес сăнарĕсем ытларах палăраҫҫĕ.

Автор каланǎ тǎрǎх,вǎл ытларах ачасем тата ҫамрǎксем валли ҫырать. «Ӑҫта ҫамрǎклǎх  – унта юрату, ытарлǎх, романтика, ǎмǎр кунсем кулленхи пурнǎҫра та нумай»- тет вǎл.

«Шурă хурăн» ансамбль концертне курса ял халăхе савăнчĕ.

 

 

Малояушский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика