Малокармалинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тӗлпулу

14:43 19 апреля 2021 г.

Ҫак кунсенче Ҫӑкалӑхри тӗп шкулта 9-мӗш класра вӗренекенсем ҫамрӑк авторпа, Екатерина Кошелевӑпа тӗл пулчӗҫ. Тӗл пулӑва ялти библиотекарь Татьяна Артемьева йӗркелерӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви ҫамрӑк авторсем хайланӑ ӗҫӗсем тӑрӑх «Пирӗшти патне янӑ ҫыру» кӗнеке кӑларчӗ. Пултарулӑх лаҫҫинче ӗҫлекен авторсем хушшинче пирӗн шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем пурри савӑнтарчӗ. Кӗнекере Ҫӑкалӑх шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ икӗ авторӑн ӗҫӗ вырӑн тупнӑ. Екатерина Устиновӑн (Александрова) «Чарӑнса ларнӑ сехет» калавӗ тата Екатерина Кошелевӑн «Вӑрманти тӗлпулу» хайлавӗ. Тӑван литературӑпа туслӑ ҫамрӑксем шкулта вӗреннӗ чухнех «Хунав» литпӗрлешӳре пултарулӑхне аталантарчӗҫ. Иккӗшӗ те 5-мӗш класранпах район хаҫачӗпе «Ҫӗнтерӳшӗнпе», республикӑри кӑларӑмсемпе – «Ҫамрӑксен хаҫачӗпе», «Тантӑшпа», «Теттепе» туслӑ ҫыхӑну тытрӗҫ. «Тантӑш» хаҫатӑн лауреачӗ» ята тивӗҫрӗҫ. «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» сборникра хайлавӗсем пичетленчӗҫ. «Букварьтен – илемлӗ литературӑна ҫити», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» пултарулӑх конкурсӗнче тӑтӑшах ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗҫ. 9-мӗш класра вӗренекенсем Екатерина Кошелевӑн «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ «Пӗчӗк вӑрӑ», «Чуна кӑшлакан ылхану», «Макӑракан ӗне» калавӗсем пирки те чылай ыйту пачӗҫ, хайлавсене сӳтсе яврӗҫ. Юлашкинчен пурте асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерчӗҫ. Тӗлпулу пурне те килӗшрӗ.

Малокармалинский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика