Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вӑрçӑ вӑхӑтěнче пиçěхнě çамрӑклӑх: Дмитриев Михаил Дмитриевич

08:48 26 февраля 2021 г.

Юнтапа ял библиотеки Сӑр тӑрӑхěнче вӑй хунӑ ветерансемпе паллаштарать.

Тӑван Çěршывӑн Аслӑ вӑрçи, фашистла Германи Совет Союзне тапӑнса кěни, çынсен асӑнче ěмěрлěхех кěрсе юлать. Нимěç çарěсем, кěрхи кунсем çывхарса килнě вӑхӑтра, Мускав хули патне талпӑнса пыраççě. Совет халӑхěн ěненěвě пысӑк пулнӑ: тӑшмана çапса аркататпӑрах, анчах та çакӑ хӑçан пулассине никам та калайман. Совет правительствин йышӑнӑвěпе, 1941 çулхи октябрěн 28 – мěшěнчен пуçласа, Хусан хулине тӑшманран хÿтěлес тесе, Чӑваш Республикинче Сӑр юханшывě тӑрӑх хÿтěлев чикки тума пуçлаççě. Халě тыл ěçченě, Сӑр тӑрӑхěнче вӑй хунӑ ветеран, Дмитриев Михаил Дмитриевич, çинчен сӑмах пулě.

Дмитриев Михаил Дмитриевич Çěнкас Юнтапа ялěнче 1926 çулта йышлӑ çемьере çуралса ÿснě. Ачалӑхě саманан çӑмӑл мар вӑхӑтěнче иртет. 1941 çулта, вӑрçӑ пуçланнӑ чухне, çамрӑк Миша Юнтапари çиччěмěш класс вěренсе  шкултан пěтернě пулнӑ. Часах ашшěне повестка парса вӑрçа  илсе каяççě, амӑшě пиллěк ачапа тӑрса юлать. Вӑйпитти арçынсем пěрерě-пěрерěн вӑрçа  тухса каяççě. Вунпиллěк çулхи Дмитриев Михаил хӑйěн çулхи тантӑшěсемпе хуçалӑхри пěтěм ěçсене  хутшӑнать. Ирсěр тӑшман Мускав хули патне çывхарса, талпӑнса пынӑ вӑхӑтра,  Çěнкас Юнтапари «Комсомол» хуçалӑх  ертÿçи Сӑр тӑрӑхне хÿтěлев чиккисем тума каймалли çинчен пěлтерет. Ку вӑл 1941 çулхи октябрь уйӑхěн вěçěнче пулса иртет.  Хуçалӑхра икě бригадӑран темиçе хěрарӑма, хěрсене тата яшсене суйласа илсе окопсем чавма Етěрне тӑрӑхне яраççě. Тепěр эрнерен çамрӑк Мишана та Сӑр тӑрӑхне лашапа, Çěнкас Юнтапаран кайнӑ ěçлекенсем  патне,  апат – çимěç илсе каймаллине пěлтернě.  Часах вěсем икě лав апат – çимěçпе Сӑр тӑрӑхне, хÿтěлев чиккисем тунӑ çěре çитеççě. Ĕçлекенсем хушшинче Иванова Елена, Федорова Татьяна, Павлов Исаак, Николаев Иосиф тата ыттисем пулнӑ. Вунпиллěк çлхи Миша окопсем чавнӑ, блиндажсем тунӑ çěре ěçлеме юлать. Унӑн лаши вӑйлӑ та çирěп пулнӑран, Миша вӑрмантан каснӑ йывӑçсене окопсем патне туртарма яраççě. Унӑн ир пуçласа мěн тěттěм пуличчен касса хатěрленě йывӑçсене турттарма тивет. Вӑрманě окопсенчен çывӑхрах пулнӑ вӑхӑтра ялсенче çынсем патěнче хваттерте çěр каçнӑ. Вӑрманě аякра пулнӑ вӑхӑтра, çавӑнтах, чӑрӑш, хыр лӑссисенчен ÿплесем туса, çěр каçма тивнě. Вӑл çулхине ноябрь, декабрь уйӑхěсем питě сивě пулнӑ, йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах çынсем плансене ěçлесе тěппипех пурнӑçланӑ. Икě эрне ěçленě хыççӑн, Мишан яла таврӑнма тивет. 1942 çулхи январь уйӑхě вěçлениччен тата темиçе хутчен те Сӑр тӑрӑхне апат – çимěç лавěпе кайса ěçлеме тивет хÿтěлев чиккисем тунӑ çěрте. Вӑрçӑ пынӑ вӑхӑтра Мишӑн ашшě хыпарсӑр çухални çинчен хут илет. Пěтěм килти, хуçалӑхри арçын ěçěсем Михаил çине тиенет. Çак вӑхӑтрах, вӑрçӑ çулěсенче, çамрӑкӑн патшалӑх вӑрманне  Йěпреç, Вӑрнар тӑрӑхěсенче ěçлеме тивет. Тӑван Çěршывěн Аслӑ вӑрçи пынӑ вӑхӑтра, тылра ырми – канми тӑрӑшса ěçленěшěн ěçпе тыл ветеранне, Дмитриев Михаил Дмитриевича  «1941-1945 çулсенче Тӑван Çěршывӑн Аслӑ вӑрçӑ вӑхӑтěнче тӑрӑшса ěçленěшěн», «Ĕç ветеранě» тата ытти медальсем парса чысланӑ. Хальхи вӑхӑтра 95 çулхи ветеран Михаил Дмитриевич Çěнкас Юнтапа ялěнче ывӑлěн çемьипе пурӑнать. Алçырӑвне ěçпе тыл ветеранě каласа панине çырса илнě.

Яндобинское сельское поселение Аликовского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика