Раскильдинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чаппа йышӑнусен краеведени сехечӗ «Нумай енлӗ пултарулӑх»

17:35 25 февраля 2021 г.

Чаппа йышӑнусен краеведени сехечӗ  «Нумай енлӗ пултарулӑх» Герасим Дмитриевич Харлампьев (Пилеш) ҫуралнӑранпа 108 ҫул ҫитнӗ май

 

Нарӑс уйӑхӗн  25-мĕшĕнче писатель-драматург, скульптор, ӳнерçĕ-график, СССР Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Герасим Дмитриевич Харлампьев (Пилеш) çуралнăранпа 108 çул çитрĕ.

Ураскилт ял библиотеки  хаклӑ ентешӗмӗре асӑнса аслӑ ҫулти вулакансемпе  чаппа йышӑнусен краеведени сехечӗ  «Нумай енлӗ пултарулӑх» иртерчӗ. Мероприяти иртнӗ май библиотекарь Г.Харампьевӑн кун-ҫулӗпе тата  пултаруллӑхӗпе паллаштарчӗ.   Г.Д.Харлампьев 1913 ҫулта Чӑваш АССРӗнче, Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче, чухӑн хресчен кил- йышӑнче ҫуралнӑ. Вăл ача чухнех тăлăха юлнă: ашшӗ унăн 1916 çулта имперализм варҫинче, амашӗ 1921 çулхи выҫлӑх вӑхӑтӗнче вилнӗ. Г.Харлампьев 1926 ҫулта пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухса Хутарти ултӑ ҫул вӗренмелли шкула кайса кӗнӗ. Килтен пулӑшакан пулман пирки, унтан вӗренсе тухмасӑрах Нурӑсри профшкола кайса кӗнӗ, икӗ ҫул хушши столяр ӗҫне вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Красноармейски районӗнчи Упири ултӑ ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫ учителе пулнӑ. Малалла вӗренес ӗмӗтпе Горький хулине тухса кайнӑ.  Техникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, 1934 ҫулта пӗр хушӑ Загорск хулинче теттесем тӑвакан заводра ӗҫлене, унтан Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ укречӗксен редакторӗнче вӑй хунӑ.

     1935-1937 ҫулсенче Г.Харлампьев – Хӗрле Ҫарта, ун хыҫҫӑн каллех кӗнеке издательствинче. 1942-1945 ҫулсенче вӑл Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ фронтӗнче пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче писатель чылай вӑхӑт хушши Чӑваш кенеке издательствинче, «Ҫамрӑк коммунисит» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ. Ун хыссӑн Чӑваш АССР художникӗсен Союзӗн правлени председателӗ, Чӑвашсен художество галерейин директорӗ пулса ӗҫленӗ. Хыҫҫӑн литература ӗҫне куленнӗ.

      Литературăна Пилеш пĕр пайлă пьесăсемпе «пырса кĕнĕ»: «Марфа», «Пĕр колхозра», «Тăн кĕртрĕç», «Турикасри туй». Çак пьесăсене вăрçă хыççăнхи çулсенче «Тăван Атăл», «Ялав» журналсенче пичетленĕ. Каярахпа çырнă «Çурхи кĕвĕсем», «Юрату вилĕмсĕр», «Юлашки тĕлпулу» пьесăсене К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче те лартнă. Куракан йышлă çӳренĕ çав спектакльсене.

1952 çулта Г.Харлампьевăн пĕрремĕш кĕнеки «Тăрнасен ташши» пичетленсе тухнă. 1955 çулта çак кĕнекене Мускавра, 1979 çулта тепĕр хут Шупашкарта пичетлесе кăларнă. «Тăрнасен ташшине» кĕçĕн тата вăтам çулсенчи ачасем валли çырнă,  16 пĕчĕк калав кĕнĕ. Вĕсенче автор ачасене пĕчĕкрен чĕрчунсене, ӳсен-тăрана юратма вĕрентнĕ. Дисциплинăна пăхăнасси çине те тимлĕх уйăрнă. Пĕтĕмĕшле илсен писателĕн нумай произведенине вырăсла, украинла, белорусла, пушкăртла куçарнă.

Герасим Пилеш харăсах Писательсен союзĕн те, Художниксен союзĕн членĕ те пулнă. Кĕнекесене ӳкерчĕксемпе нумай илемлетнĕ вăл, литература журналĕсенче карикатура ӳкерчĕкĕсене пичетленĕ. Ывăнма пĕлмен ӳнерçĕ çавăн пекех плакатсем, реклама композицийĕсем хатĕрленĕ.

Герасим Дмитриевич обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă. Хулара та, ялсенче те вулакансемпе тĕлпулусем ирттернĕ. Чăваш литературине аталантарнăшăн ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ, КПСС обкомĕ, Чăваш АССР Министрсен Совечĕ Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă пултаруллă писателе, ӳнерçе. Герасим Харлампьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденне, медальсене тивĕçнĕ.

Г.Д.Харлампьев (Пилеш) 1994 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче вилнĕ.

Паянхи куна Чăваш Республикин патшалăх пичет архивĕн фончĕсенче Г.Харлампьевăн 28 кĕнеки упранать. Вĕсенчен паллăраххисем: «Икĕ пьеса» (1949), «Тăрнасен ташши» (1952), «Пĕчĕкçеç юмахсем» (1955), «Çурхи кĕвĕсем» (1957), «Палюк мучи кĕнеки» (1958), «Иртнĕ çулсенче» (1959), «Илемлĕ ир» (1961, 1964, 1966,1970), «Утарта» (1964), «Ытарайми çĕршывра» (1971), «Чуну таса пулсан» (1973), «Вăрман юрри» (1974), «Йăлтăр çăлкуç» (1976), «Пăшăлтисем» (1983) тата ыттисем. Мероприятине хутшӑннӑ вулакансем шкул ҫулӗнче вуланӑ  виҫӗ кӗнекерен тӑракан  «Илемлӗ ир»  повеҫӗ  аса илчӗҫ. Ҫак повеҫри Эскетен, Аринка, Захарыч тата ытти геройсене писатель чӑн пурнӑҫран илнӗ. Г.Харлампьев «Илемлӗ ир»  кӗнекене  романтикӑалла ҫӗкленупе, пысӑк ӑсталӑхпа ҫырнӑ. Герасим Пилеш хăйĕн нумай енлĕ пултарулăхĕпе яланлăхах чăваш халăхĕн асне кĕрсе юлнă.

 

 

 

 

 

 

Раскильдинское сельское поселение Аликовского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429241, Аликовский район, с. Раскильдино, ул. Ленина, д. 70
Телефон: 8(83535) 22-8-06
Факс: 8(83535) 22-8-06
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика