Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи пур чухне лăпкăн тапать чĕре!

09:16 24 февраля 2021 г.

Тăван çĕршыв лăпкăн çыврать          

 Ăна хÿтĕлекен пулсассăн,              

Чунне парса хăй тивĕçне              

 Ентеш салтак пурнăçласассăн!    

  Çапла тăван çĕршыва хÿтĕлекен пулсассăн пирĕн халăхăмăр лăпкăн çывăрать. Çак кунсенче Раççейре шăпах салтак-ветерансене, хальхи вăхăтра çар тивĕçĕсене пурнăçлакансене тата пулас салтаксене чысламалли уява паллă тăваççĕ. Ку пысăк пулăм ячĕпе Сителти клубра «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи пур чухне лăпкăн тапать чĕре» мероприяти ирттерчĕç. Çавăн пекех ăна Раççейри наукăпа технологисен, Чăваш Енри Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне чыслакан çулталăкĕсене халалларĕç.      

  Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь мероприятине икĕ пайран йĕркелерĕç. Малтанхи самантĕнче хĕрсем вăрçă вăхăтĕнче çамрăксемпе хĕрарăмсем окоп чавнă тапхăрăн пĕр ÿкерчĕкне сăнласа кăтартрĕç. Чăннипех çынсем хÿтĕлев чиккисене тунă вăхăтра йывăр асапа тÿснĕ. Çанталăкĕ сивĕ, тăхăнмаллийĕ тата çимелли çук. Анчах пур пĕр вĕсем тăван çĕршывшăн тăрăшнă. Çакна хĕрарăмсем чунтан туйса илсе тÿррĕн, ĕнентерÿллĕн выляса кăтартрĕç. Ун чухнехи тумсене, калаçу мелĕсене усă курнипе, йывăр нушана чĕре витĕр кăларнине пула вĕсен сăнарăсем чăннипех чуна çÿçентермелле калăпланчĕç. Çакна куракансен ырă хаклавĕ те çирĕплетсе парать.    

 Мероприятин иккĕмĕш пайĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене саламланипе пуçланчĕ. Вĕсене Аслă Арапуç ял тăрăхĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Васильев сăмах илсе ырлăхпа сывлăх, килĕшÿпе ăнлану сунчĕ. Яланах кирек епле лару-тăрура та тăван халăхшăн кар тăма хăюллă, хастар тата паттăр пулма каларĕ.    

  Унтан культура ĕçченĕсем тĕрлĕ çулта çар тивĕçĕсене пурнăçланă арçынсемпе пулас салтаксене конкурссемпе вăйăсенче ăмăрттарчĕç. Пур ĕçсене те хăрамасăр тĕплĕн, вăр-вар пурнăçлама пултарнипе тĕлĕнтерчĕç. Тупăшусене хакланă майăн Сител каччисем питĕ маттур та пултарулли палăрчĕ. Вĕсем пек паттăрсем пулсан тăван çĕршывшăн, пирĕн пуласлăхшăн пăшăрханма кирлĕ марри иккĕлентермест.      

  Вăйăсем хушшинче курма килнисемпе уяв хуçисене ялти хĕрсен ушкăнĕсем илемлĕ те илĕртÿллĕ юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç. Вăрçă вăхăтĕнчи тата салтаксене, арçынсене халалланă хайлавсене чĕвĕл-чĕвĕл сассисемпе шăрантарса чăн-чăн уяв туса пачĕç.  

  Мероприятине ирттерекенсем ялти юрăçсене, çавăн пекех хутшăнма кăмăл тунисене, унсăр пуçне пире илемлĕ тумсемпе тивĕçтернĕ Аслă Арапуçĕнчи культурă çурчĕн ертÿçипе «Шуçăм» ача сачĕн коллективне тав тăватпăр. Эсир пулăшни пирĕн уяв сăн-сăпатне самаях илемлетрĕ.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика