МБУК "ЦБС" Моргаушского района ЧР

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

У нас новый сайт библиотеки! Этот сайт не актуализируется, приглашаем ознакомиться с работой библиотек Моргаушского района на сайте http://mbuccbsmorgau.rchuv.ru 

Новости » Информаци сехечĕ «Чӑн-чӑн чӑваш хӗрарӑмӗ» Николаева Татьяна Николаевна героиня амӑшĕ çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа.

16:26 25 января 2021 г.

      Тăван çĕршыва юратас, халăха паллă çынсене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе, Николаева Татьяна Николаевна çуралнăранпа 140 çул çитнине халалласа Муркашри тӗп библиотекăра  информаци сехетне «Чӑн-чӑн чӑваш хӗрарӑмӗ»  ирттерчĕç. Мероприятие Муркаш шкул ачисене чĕнсе илнĕ.

    Татьяна Николаевна Николаева-Алексеева 8 ывӑл - паттӑр амӑшӗ, 1-мӗш степеньлӗ Аслӑ Петӗр орденне тивӗҫнӗ. Татьяна Николаевнӑн ячӗ Чӑваш Республикин тата Муркаш районӗн Ӗҫ мухтавӗн тата паттӑрлӑхӗн хисеп кӗнекинче ҫырӑннӑ.

    Татьяна Николаевна 1881 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Исетерккĕ ялĕнче хресчен çемьинче çуралнă. Ку куна эпир Татьяна кунĕ тетпĕр. Шăпи вара Çветтуй Татианăн пекех пулнă.  Вăл савма та, юратма та пĕлнĕ.

      1941 çул, июнĕн 22-мĕшĕ, вырсарни кун. Çĕршыв çине фашистла Германи тапăнса кĕрет. Татьяна Николаевнăпа Алексей Илларионович 8 ывăлне пĕрин хыççăн теприне Тăван çĕршывшăн çапăçма вăрçă хирне ăсатаççĕ.

     Татьяна Николаевна патне çине-çине вăрçăран 4 ывăлĕн вилнине ĕнентерекен хучĕсем килсех тăчĕç. Чăтма çук йывӑр хуйхӑ пусать салтак амӑшӗн чӗрине. Салтак амӑшӗн чӗри хуйхӑ айӗнчен тухайман та урӑх. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн 4 ывӑлӗ чӗрӗ юлнӑ: Александр, Родион, Фрол, Михаил.

     Вӑрӑм ӗмӗр пурӑннӑ Татьяна Николаевна – 91 ҫул, вӑл 1971 ҫулта вилнӗ. Ҫав тери тирпейлӗ, йӑваш кӑмӑллӑ, ҫирӗп, хӑйне сăпайлă тытма пӗлекен чӑваш хӗрарӑмӗ пулнӑ вӑл.

     Паттӑрсен амӑшне сума суса 1984 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче Исетерккӗ ялӗнче палăк уҫнӑ.

    «Татьяна Николаевна Николаевӑна – Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ сакӑр ывӑлĕн: Григорийĕн – Совет Союзӗн Геройӗн, Егорӑн – А. Матросов паттӑрлӑхне тепӗр хут кӑтартнӑскерӗн, Иванӑн, Павлӑн, Фролӑн, Родионӑн, Александрӑн тата Михаилӑн амӑшне», «Ача амӑш-героиньӑна асӑнса Чапаев ячӗпе хисепленекен колхоз ӗҫченӗсем. 1984» - ҫырнӑ палӑк ҫинче.

     Вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ Татьяна Николаевна чăтăмлăхĕ нихăçан та манăçа тухмĕ. Вăл хăйне шеллемесĕр уй-хирте  вăй хунă, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Çакăншăн Татьяна Николаевнăна çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика