Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Г. Кели - Темер ялен палла поэче

17:05 20 января 2021 г.

 

   

Григорий Иванович Кузнецов – Кели 1901 ҫулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Тĕмер ялĕнче хресчен-учитель ҫемйинче ҫуралнă.Малтан ялти шкулта  вĕренет. Революции хыҫҫăнах – 1918 ҫулта Хапăсри II- мĕш сыпăклă шкула вĕренме кĕрет (Вăрнар районĕ), унтан Чурашри семинарире (Етĕрне районĕ) вĕренет. Унтах ҫамрăксем хушшинчи ӗҫе хастар хутшӑнать. Етĕрне уесĕнчи чи малтанхи комсомолецсенчен пĕри, 7 уйăх хушши ячейка секретарĕ, комсомолăн вулăсри организаторĕ те пулать. 1920 ҫулта Хĕрлĕ Çар ретне тăрать. Хĕрлĕ Çартан таврăннă хыҫҫăн Патăрьел уесĕнчи милиции уйрăмĕнче тата ҫут пайĕнче канцелярире ĕҫлет. Рабфакран вĕренсе тухнă хыҫҫăн Ленинградри Патшалăх Университетне историпе архив ĕҫне тата чĕлхепе литература тĕлĕшпе вĕренме кĕрет. Вĕреннĕ хушăрах литература организацинче Ленинградри пролетари писателĕсен Ассоциацин чăваш секцине ертсе пырать. Ленинградра вӗреннӗ чухне Кели чирлесе ӱкет, вӑйсӑрланса ҫитсе яла таврӑнать,1931 – мӗш ҫулта кӑрлачӑн 23- мӗшӗнче вилсе каять.

Григорий Кели чăваш поэзинче тарăн йĕр хăварнă. «Сунтал» журналăн 20-мĕш ҫулсенчи  кашни номертех унăн сăввисемпе статйисем пичетленсе пынă.

   Шел пулин те, хăй пурăннă чухне поэт пĕр кĕнеке те кăларса ĕлкĕреймен. Вилнĕ хыҫҫăн шăп ҫулталăкран юлташĕсем «Октябрь кĕввисем» ятпа пĕчĕк кĕнеке пичетлеҫҫĕ.

Ҫак аслӑ ӗҫ ҫинчи пин халӑх сассинче

Ман хамӑн пурнӑҫ сасси те илтӗнет,- тенӗ вӑл.

   Пултаруллӑ сӑвӑҫ нумай пурӑнайман пулин те илемлӗ сӑмах анинче хӑйне тивӗҫлӗ ҫимӗҫ хӑварнӑ.

Ҫӗнӗ Тӗмерти ял библиотекинче Григорий Кузнецов- Кели ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа выставка йӗркеленӗ. Кунта тӗрлӗ ҫулсенчи хаҫатсенче пичетленнӗ статьясемпе , «Çĕн  ҫул ҫинче» кĕнекепе паллашма пулать. Ялти вулавӑшӑн активлӑ вулаканӗ Александрова Александра унӑн пултарулӑхӗпе паллашса реферат хатӗрлерӗ.  

  

Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика