Малояушское сельское поселение Вурнарского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Туҫи-Ҫармăс ялĕнче пурăнакан Петрова Перасковия Марковна 90 ҫулхи юбилейпа Раҫҫей Президенчĕн саламне йышăнчĕ.

16:28 29 декабря 2020 г.

Паян, раштав уйăхĕн 29 мĕшĕнче, Туҫи-Ҫармăс ялĕнче пурăнакан Петрова Перасковия Марковна 90 ҫул тултарчĕ.

Ҫак сумлă юбилейпа ĕҫ ветеранне, «вăрҫа ачине» Раҫҫей президенчĕн саламне, район администрациĕн саламне, Кĕҫĕн Кипек ял поселенийĕн пуҫлăхĕ Сергей Калистратович Волков ҫитерчĕ. Сумлă ҫырусене панă май, хăй ятĕнчен те Перасковия Марковнăна ырлăх сывлăх, вăрăм кун-ҫул сунса саламларĕ.

Петрова Перасковия Марковна 1930 сулхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Туҫи-Ҫармăс ялĕнче ҫуралса ӳснĕ. Ашшĕ, Захаров Марк Захарович, колхозра кладовщик пулса ĕҫленĕ. Амăше, Александрова Матрена Александровна та колхозрах вăй хунă. Перасковия Марковна йышлă семьере ӳснĕ, унăн икĕ йамăк тата пиччĕшпе шăлле пулнă. Пĕчĕклех ĕҫпе пиҫĕхнĕ, ĕҫе тимлĕн те вăр-вар тума хăнăхнă. Тискер вăрҫă тухсан ашшĕпе аслă пиччĕшĕ вăрҫа тухса кайнă, иккĕше те вăрҫа хирĕнче хыпарсăр ҫухалнă. Асли пулнă май, Перасковия Марковнăн, ӳссе ҫитекен хĕрупраҫăн, амăшне пулăшмалла пулнă ҫак йывар вăхатра. Вăл 14-ри ача икĕ ҫул пăрусем пăхнă, ун хыҫҫăн тата икĕ ҫул колхоз ферминчен лашапа Канаш районĕнчи Ямаш ялне сĕт, Шăхасана хăйма турттарнă, колхозри ытти ĕҫсене те тăтăшах хутшăнна.

Ҫитĕнсе хĕр пулсан ялти хастар каччăпа, Аслă Тĕнче варҫă участникĕпе, Петров Адриан Петровичпа ҫемье ҫавăрнă, пилĕк ача ҫуратса пурнăҫ ҫулĕ ҫине тăратнă. Шел пулин те, ҫемьере хуйхăсарах пулман: кĕҫĕн ывăлĕ Герман, хĕре Аля вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă. Каярахпа мăшăре те ҫĕре кĕнĕ.

Перасковия Марковна – ĕҫ ветеранĕ, «вăрҫа ачи» ята тивĕҫнĕ. Халĕ те вăл алă усса ларма пĕлмест, чăх- чĕпсемпе тĕрмешет, ал-ĕҫ тума, хаҫат вулама юратать. Паянхи кунпа Перасковия Марковнăна 90 ҫул тултарнă ятпа виҫĕ ачи, икĕ кĕрӳшĕ, икĕ кинĕ, ҫичĕ мăнукĕ, тăхăр кĕҫĕн мăнукĕ саламлаҫҫĕ.

Кĕҫĕн Кипек ял администрацийĕ те Перасковия Марковнăна сумлă юбилейпа саламлать, ҫирĕп сывлăх, вăрăм кун-ҫул сунать.

Малояушское сельское поселение Вурнарского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429202 Чувашская Республика, Вурнарский район, с. Малые Яуши, ул.Школьная, д.11
Телефон: 8(83537) 62-5-21, 60-9-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика