Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тури Чакăра пурăнакан «Вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ» Ольга Тимайкина 75 çул тултарчĕ

14:33 02 декабря 2020 г.

 

 

Çак кунсенче Тури Чакă ялĕнче пурăнакан Ольга Дмитриевна Тимайкина 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Юбиляра Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕАлександр Чегаев саламларĕ. Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам çырăвĕпе пĕрле тав хучĕ парса чысланă май вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх тата канлĕ ватлăх сунчĕ. Çавăн пекех ялти хĕрарăмсен Совечĕн ертÿçи Людмила Ежова та саламларĕ.

     Ольга Дмитриевна чылай çул ялти вăтам шкулта кĕçĕн классен вĕрентекенĕ, 10 çул ача сачĕн ертÿçи пулса тăрăшнă. Ачасене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн, нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн ăна «Вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ» паллăпа чысланă. Коллективра та ăна хисепленĕ. Ольга Дмитриевна хĕрарăмсен совечĕн активлă членĕ пулнă.

    Паянхи кун юбиляр  çумра тĕрек пурришĕн савăнать . Мăшăрĕпе Сергей Николаевичпа 50 çул ытла килĕштерсе пурăнаççĕ. « Ытларах кил хушшинчи ĕç ывăл çине тиенет. Ял пурнăçне юратнăран хуланалла кайма шутламарĕ. Кирлĕ вăхăтра сĕнÿсем те паратпăр. Пурнăç тути-масине курнăскерсен кăшт вĕрентес те килет. Ватлăхра пирĕнпе пулнишĕн савăнатпăр. Хĕр те çак тăрăхрах çемье çавăрчĕ. Ман çул-йĕре суйларĕ. Садикре воспитатель пулса тăрăшать. Пĕр-пĕр пысăк ĕç пурнăçланă вăхăтра пурте пĕрле канашласа ĕçлетпĕр. Техники хамăрăн пуртан нумай çăмăллăх парать. ...»

Паянхи кун карта тулли вылăх - чĕрлĕх усраççĕ: виçĕ сăвăнакан ĕне, çулталăкри икĕ вăкăр, пушмак пăру та пур, кайăк-кĕшĕкĕ тата ытти те. Выльăх валли утине те чылай хатĕрлемелле. Севок-суханпа улма та сутлăх туса илеççĕ. Пуринпе те ăш-пиллĕ Ольга Дмитриевна. Вăй ҫитнĕ таран кил хушшинче тăрмашать. Пахчара тем тĕрлĕ чечек иртен-çÿрене савăнтарать. Ури вăхăтран-вăхăта хăйĕн çинчен аса илтерсен те çуллахи кунсенче вăрмана кăмпа-çырлана çÿреме, сиплĕ курăк пуçтарма кăмăллать. Сывлăх тĕлĕшĕнчен вăрман курăк-çимĕçĕ усăллă пултăр тесе ял вулавăшĕнчи справочник-энциклопедисемпе те паллашать. Тутлă апат-çимĕç янтăлама, çынпа кăмăлтан калаçма, сĕнÿ пама, тĕнчери лару-тăрупа паллашма та вăхăт тупать. Пур енĕпе те матур та пултаруллă мăшăр, анне, кукамай, асанне Ольга Дмитриевна.

   Юбиляр ватăсене манманнишĕн тав турĕ, яланах пурнăçа ĕненмелле, шанмалла, йывăрлăхсене çĕнтерсе малаллах  утмаллине палăртрĕ.



 

 

 

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика