Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Майсем ҫителӗксӗр, пултарулӑх виҫесӗр

11:53 01 декабря 2020 г.

ООН генеральнӑй Ассамблейи 1992 ҫулхи декабрӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне палӑртса хӑварнӑ. Ку вӑл – пирӗн хушӑра пулӑшу кирлӗ ҫынсем пурри ҫинчен аса илтерсе тӑракан кун. Сывлӑх  ҫитсех кайман ҫынсен проблемисене тимлес тата вӗсем кӑткӑс условисенче те ӑнӑҫу тума пултарнине курма май парать. Вӗсенчен нумайӑшӗ - тӗлӗнмелле шӑпа ҫыннисем. Йывӑрлӑхсем пулсан та тӗнчере пурӑнма пӗлеҫҫӗ кӑна мар, хастар ӗҫлеҫҫӗ, пултарулӑхпа, спортпа туслашаҫҫӗ.

     Çакӑн пек çынсенчен пӗри  – Дмитрий Владимирович Баталов. Вӑл Çӗнӗ Ишпуç ялӗнче 1990 çулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче çуралнӑ. Чутейри вӑтам шкултан, унтан Шупашкарти строительство училищинчен вӗренсе тухнӑ. Вӗреннӗ вӑхӑтра çӑмӑл атлетика енӗпе иртекен районти, хулари ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑннӑ тата пӗрре кӑна мар ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Училище пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкар хулинче "Минерал" организацинче тӑрӑшнӑ. Пӗр хушӑ каччӑ Сургутра ӗçлесе пурӑннӑ. Вӑхӑт иртсен каллех тӑван енне чун туртнӑ. Малтанхи вырӑнтах ӗçлеме тытӑннӑ, унтан - "Керамика" заводра. 2015 ҫулта шӑпа ӑна каллех Сургут хулине илсе çитернӗ. Кунта строительство материалӗсен магазинӗнче сутуҫӑ – консультант пулса ӗҫленӗ. Çамрӑк каччӑ пурнӑçӗнче пысӑк инкек пулнӑ хыҫҫӑн та пуçне усман. Хӑюллӑ яш йывӑр условисенче те ҫитӗнӳсем тунӑ: хваттерсем юсас ӗçе тытӑннӑ, бригадир пулса ӗҫлет. Юратнӑ спорта та пӑрахман вӑл.  Дима Шупашкар, Оренбург, Мускав, Сургут, Пересвет, Чайковский тата ытти хуласенче иртекен çӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ. Йӗлтӗрпе тата биатлон енӗпе 4 хутчен  Хант-Манси автономи округӗн чемпионӗ пулса тӑнӑ (2019 – 2020), Раҫҫей спорт мастерӗн кандидачӗ, Паралимп вӑййисен спорчӗ енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ йышне кӗрет. Спортра пысӑк çитӗнӳсем тунӑшӑн ӑна нумай – нумай Хисеп хучӗсемпе тата медальсемпе чысланӑ. Йӗлтӗрпе чупнисӗр пуçне тата пауэрлифтинг, парабадминтон енӗпе те яланах малти вырӑнсенче.

     Дима юратнӑ Даша мӑшӑрӗпе Чӑваш Енрех тӗл пулнӑ. Вӗсен чун йӑпатмӑш Егор ывӑлӗ ӳсет.

      Эпир çакӑн пек ҫирӗп, хӑюллӑ ҫынсем тулли пурнӑҫпа тата ырӑ шанӑҫпа пурӑннине куратпӑр. Ҫакӑ пирӗншӗн пуриншӗн те тивӗҫлӗ тӗслӗх пулса тӑрать тесе ҫирӗппӗн калама пулать.

Чутеевский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика