Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аннепе эпир телейлĕ!

20:09 27 ноября 2020 г.

Çут хĕвелпе анне сăнарĕ

Пире пĕр евĕр туйăнать.

Ытарайми аннемĕр мар-и

Пире вăй – хал парса тăрать?

  Анне … Ҫак сăмах кашни ҫынра ăшă туйăм ҫуратать. Вăл пире пурнăҫ парнеленĕ, ҫут тĕнчепе паллаштарнă. Унăн чĕре ăшши пире пурнăҫ тăршшĕпе вăй-хал парса тăрать. Чи йывăр самантсенче эпир аннен хӳттине шыратпăр. Вăл пире кирлĕ сăмахсем тупса лăплантарма тăрăшать, телей туйăмне парнелет. Анне пирĕн пурнăҫа хĕвелпе пĕр тан ҫутă, илем, ăшă кĕртет. Анне пуррисем ҫак ҫутă тĕнчере чи телейлисем.

  Çак ырă та таса чунлă аннемĕрсене эпир кашни çулах чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче сума суса вĕсен кунне паллă тăватпăр. Кăçал та кашнийĕшех хăйсен чи çывăх та ăшăпиллĕ тăванĕсене 29-мĕшĕнче çепĕçрен те çепĕç сăмахсемпе вĕсене юратни çинчен пĕлтерĕç.

  Акă паянхи кун шăпах çак çĕр çинче хĕвел евĕр хĕрÿ те çутă чи çывăх çыннăмăрсене хисеплесе Сител клубĕнче «Аннепе эпир телейлĕ» концерт иртрĕ. Унта Аслă Арапуç ял тăрăхĕн администраци, культура тата библиотека ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартса пачĕç. Вĕсем хатĕрленĕ уяв юрă ташăпа пуян пулчĕ. Хитре те уçă саслă артистсем анне, тăван çĕршыв, тăванлăх, туслăх, юрату çинчен çырнă юрăсене шăпчăк евĕр илемлĕ те илĕртÿллĕ шăрантарчĕç. Вĕсем хăйсен пултарулахĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕç, куракансен чунĕсене тыткăнларĕç. Культура ĕçченĕсем лартнă шÿтлĕ сценка, акăш евĕр ташланă ташши тата çавăн пекех çÿçенмелле вуланă сăвă та залра ларакан юлташăмăрсен кăмăлĕсене кайрĕç. Çакна шăпах кашни номĕр хыççăн тăвăллăн алă çупни те çирĕплетет.   

  Уявра кашнинех кун çути парнеленĕ хаклă аннемĕрсене Патăрьел район депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов пире юратма, хисеплеме, усалпа ырра уйăрма вĕрентнĕшĕн, яланах пулăшса тăнишĕн тав туса юман пек ҫирӗп сывлӑх, пархатарлӑ кун-ҫул, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хал, пысӑк хавхалану сунса ăшшăн саламларĕ. Вĕсене яланах хаваслă кăмăлпа çакăн пек иртекен концертсене тăтăшах килсе çÿремелле терĕ. Унсăр пуçне Юрий Николаевич пултаруллă артистсене илемлĕ куншăн, халăха савăнтарнишĕн мухтарĕ.

  Сител клубĕн Ирина Лякова культорганизаторĕпе кунти вулавăш пункчĕн Оксана Хомуткина библиотекарь, хăйсем те çак мероприятие хутшăннăскерсем, юрăçсене савăнăçлă та хаваслă концертшăн, курма килнисене вăхăчĕсене сая ямасăр культура ĕçченĕсен пултарулăхĕпе паллашма кăмăл туса тăвăллăн алă çупса хавхалантарнишĕн тав сăмахĕсем каларĕç.

   Уяв аннесен хаваслă ташă вăййипе вĕçленчĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне çывхарса килекен çак паллă кунпа саламласа артистсемпе пĕрле чунĕсем каничченех савăнчĕç.

Первомайское сельское поселение Батыревского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика