Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асамлă тěрě тěнчи

18:59 26 ноября 2020 г.

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗрри кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл пирӗн Чӑваш ен ахальтен  мар «ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ» пулнине тепӗр хут анлӑн аса илтерет.  

Кӗлӗмкасси культура ҫуртӗнче ҫак кун «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи» курав - презентаци  иртрӗ. Ӑна Чӑваш автономийӗ 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ. Фойере тӗрлӗ ӗмӗрти тӗртсе тата тӗрлесе тунӑ алӗҫӗсемпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.

18-мӗш ӗмӗрти тӗсӗсем те шупкалана пуҫланӑ алшӑлли сурпансем хӑйсен хакне паян кунччен те ҫухатман. 19 – мӗш ӗмӗрти тӗрлӗ ҫипсемпе тӗрлесе илемлетнӗ вырӑн сарми тата сӗтел ҫиттисем илемӗпе куҫа илӗртеҫҫӗ. 20 - мӗш ӗмерти чӑвашсен эрешӗсемпе капӑрлатнӑ сапун, кӗпе тӗррисем чуна тыткӑнлаҫҫӗ.

Чӑннипех асамлӑ иккен чӑваш тӗрӗ-эрешӗ. Вӗсен вӑрттанлӑхӗсем пирки Ева Петрова паллаштарчӗ. Кашни тӗс тата эреш мӗне пӗлтерни ҫинчен электронлӑ презентаципе уса курса ӑнлантарчӗ. Маргарита Бронникова библиотекарь чӑваш тӗррисем ҫинчен калакан кӗнекесемпе паллаштарчӗ. Тата Чӑваш енри паллӑ тӗрӗ ӑстисем ҫинчен каласа пачӗ.

Уяв кунӗ пуриншӗн те усӑллӑ та чуна тыткӑнламалла илемлӗ иртрӗ.

Климовское сельское поселение Ибресинского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с. Климово, ул. Комсомольская, д. 14
Телефон: 8(83538) 2-41-08
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика