МБУК "ЦБС" Моргаушского района ЧР

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

У нас новый сайт библиотеки! Этот сайт не актуализируется, приглашаем ознакомиться с работой библиотек Моргаушского района на сайте http://mbuccbsmorgau.rchuv.ru 

Новости » Муркаш районӗн тӗп библиотекинче «Чи килӗшнӗ чӑваш кӗнеке» литература сехечӗ иртрӗ

15:08 28 октября 2020 г.

Чăваш Республикин наци библиотеки Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗрҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне ирттерет.

Референдум тĕллевĕ наци литературин чи паха тĕслĕхĕсене палăртса анлă сарасси, вулакансен, вулавăшсен хастарлăхне ӳстересси. Ҫак тӗллевпех Муркаш районӗн тӗп библиотекинче «Чи килӗшнӗ чӑваш кӗнеке»литература сехечӗ иртрӗ.  

Библиотекарьсем ҫĕрçуллăхри чи килĕшнĕ кĕнекешӗн сасăлама хистесе «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» сайтпа паллаштарчӗҫ. Пухăма 18 ĕмĕр варринчен пуçласа 21 ĕмĕр таран тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ литература, популярлă ăслăлăх литератури кĕнĕ.

Ачасем хаваспах «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» кӗнеке выставкинчи кӗнекесене алӑра тытса пӑхрӗҫ. Паянхи куна малти вырӑнти кӗнекесем ҫинчен ыйтса пӗлчӗҫ. Александр Артемьевӑн «Салампи», Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑпа, Леонид Агаговӑн «Ылтӑн вӑчӑра» кӗнекисемпе тӗплӗнрех паллашрӗҫ, буктрейлерсем пӑхса киленчӗҫ. «Кил илемӗ» кӗнекери «Ылтӑн ҫӗр» юмаха вуласа тишкерчӗҫ, тӑван ҫӗртен хакли нимӗн те ҫуккине палӑртрӗҫ.

Ҫӗр ҫул хушшинче пирӗн тӑван ен ӳссе, мӑнаҫланса пычӗ, тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе кӗрешме пултарчӗ. Ачасене библиотекарьсем хатӗрленӗ Сӑр тата Хусан оборона рубежӗсене тунӑ ҫӗре хутшӑннисен паттӑрлӑхне халалланӑ ролик питӗ килешрӗ.

Тӗл пулу вӗҫленсе пынӑ май ачасем смартфонсемпе усӑ курса чи килӗшнӗ кӗнекене суйларӗҫ.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика