Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мăкăрсем –сывă пурнăç йĕркишĕн

15:51 20 октября 2020 г.

Паянхи  лăпкă  мар  пурнăçра  чи  пахи, чи  кирли - çирĕп  сывлăх  пурри. Тĕрĕссипе  каласан, вăл  хамăр  алăрах, ăна  туптама, упрама  çеç  пĕлмелле. Çитĕнекен  çамрăк  ăрăвăн та,  аслă  ăрăвăн  та  сывлăхпа  пурăнасси  чылай   чух  хамăртан  килет. Çакна  лайăх  ăнлаççĕ,   асра  тытаççĕ  Мăкăрсем.   Пушă  вăхăта  усăллă  иртерме  тăрăшаççĕ.

Пултаруллă  та хастар çамрăк,   Екатерина  Констартинова (вăл вулавăш  çуртĕнче  вăй  хурать), пуçарăвĕпе  Мăкăрти  культура  çуртĕнче  аэробика кружокě  ĕçлет. Унта  хаваспах   çамрăксем те,  ватăсем  те  сывлăха  çирĕплетме çÿреççĕ.

Тĕп  шăнăрĕ  - «Туслăхсем». «Туслăх» фольклор  ушкăнне  çÿрекенсем  чунпа  та  кĕлеткепе  те  илемлĕ  пуласшăн, куракансене   савантарасшăн. «Тĕп  тĕллев - сывă  та  чĕрĕ  пурнăçа  тытса  пырасси.  Ырă  тĕслĕхпе  ентешсене   илемлĕ  спорт  тĕслĕхне   явăçтарасси», - çутă  шанăçпа   хуравлать,  спортпа  сывă  пурнăçа  кăмăллакан  хастар  ентеш,  «Туслăх» фольклор  укăнĕн  ертÿçи  Вероника  Иванова.

Хисеплĕ  ентешĕмĕрсем,  Мăкăрсем! Çирĕп  сывлăх   хамăр  алăра.  Аэробикăна   кăмăллакансене хаваспах  кĕтетпĕр!

 

фоторепортаж

 

Чагасьское сельское поселение Канашского района

 

 
 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика