Шаймурзинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ăсату каçĕ

14:27 19 октября 2020 г.

     Ывăл çуралсан чăваш халăхĕ: «Салтака юрăхлă пултăр!» - тесе пехилленĕ. Ывăл ача алла повестка илсен савăнăç туйăмĕпе пĕрлех куççуль те пăчăртанса тухать.

     Ялсенче салтака ăсатас йăла-йĕрке пĕтмен-ха. Алшăлли çакса, салтак юрри юрласа тăвансем патне çÿрет салтак ачи.

     Миçе йĕкĕте шурă алшăлли çактарса, пехил сăмахĕсем каласа ăсатнă-ши сцена çинчен ялти культура ĕçченĕсем? Салтак ячĕ тухнă йĕкĕт ытти çамрăсемшĕн ырă тĕслĕх тата мăнаçлану.            

     Акă,  кĕрхи призыв пуçланнă май, октябрĕн 18 – мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Шагаров Павелăн та салтак ячĕ тухрĕ. Культура çурчĕн заведующийĕ Надежда Квасова йĕкĕте çирĕп сывлăх, ăнăçу, шанчăклă юлташсем сунчĕ.

       Йăла-йĕрке упрансан, ламран-лама куçсан халăх пĕтмест, малалла аталанать.

 

Шаймурзинское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429367 Чувашская Республика Батыревский район д.Шаймурзино, ул.Николаева,д.2
Телефон: 8(83532) 68914
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика