МБУК "ЦБС" Моргаушского района ЧР

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

У нас новый сайт библиотеки! Этот сайт не актуализируется, приглашаем ознакомиться с работой библиотек Моргаушского района на сайте http://mbuccbsmorgau.rchuv.ru 

Новости » Катькас ял библиотекинче «Чăваш ен – тăван ен» квест-вăйă иртрĕ

12:33 16 октября 2020 г.

Эп – чăваш ачи, саватăп

Хамăрăн Чăваш çěрне.

Вăл кипке те ман, сăпка та

Ăна манмăп ěмěрне.

(Петěр Хусанкай)

    Кăçалхи 2020 çул Чăваш Республикишěн паллă çул. Июнĕн 24-мĕшĕнче Республика 100 çул çитнине уявларĕ. 1920 çулта Чăваш автономилле облаçне туса хунă. Ку чăваш халăхěшěн питě пысăк пěлтерěшлě пулнă. Чăваш Ен пур енлěн аталанма тытăнать. Чăваш Республикин хăйěн Патшалăх символěсем çуралаççě, чăваш чěлхи Чăваш республикинче вырăс чěлхипе пěр тан патшалăх чěлхи пулса тăрать.

   Чăваш автономилле облаçне туса хуни 100 çул çитнине халалласа Катькас ял библиотекин кĕнеке тусĕсем «Чăваш ен – тăван ен»  квест-вăййа пуçтарăнчĕç. Чи малтанах Анжелика Угарова библиотекарь ачасемпе Чăваш Республики çинчен калаçу пуçарчĕ. Петěр Хусанкай поэт чăваш çěрě çинчен çырнă сăвва вуласа пачĕ. Чăваш автономилле облаçне туса хунин историне каласа пачĕ. Кайран вулакансем «Чăваш ен – тăван ен» квест-вăййа хутшăнчĕç.

   Вăйă Чăваш Республикин гимне итленипе пуçланчĕ. Унтан икĕ ушкăнăн тěрлě станцисене çитсе тĕрĕс хуравсем тупмалла пулчĕ. Кашни станцире тěрлě ěçсем пулчěç. Ачасен ĕçĕсене А. Угарова хакларĕ. 1-мĕш станцинче ачасен «Чăваш Республикин патшалăх символěсем» пирки пĕлмелле пулчĕ. Ачасем гимн, герб, ялав пирки аса илчĕç. «Тăван çěршыв» станцинче Чăваш Республикинчи хуласемпе районсем пирки, хăçан йĕркеленни тата ытти пирки те ыйусем пулчĕç. «Пирěн мăнаçлăх» станцинче ачасен паллă çынсен портречĕсем тарăх вĕсем кам пулнине пĕлмелле пулчĕ. 4-мĕш станцинче ачасем «Ваттисен самахĕсен» пуçламăшне тата вěçне тупса палăртрĕç. «Чăваш Республикин картти» станцинче вулакансем Республика карттине пазлсем çине касса пайланине пуçтарчĕç. 6-мĕш станцинче вара ачасем «Чặваш республикин уявĕсем» пирки аса илсе хуравсем пачĕç. 

    Çапла майпа ачасемпе тăван ен çинчен пĕлнине аса илсе çирĕплетрĕмĕр. Ачасем хаваспах Республика пирки хăйсем мĕн пĕлнине кăтартма тăрăшрĕç, пĕрне-пĕри пулăшса пычĕç. 

  Чăваш çěрěн хисеплě те паллă çынсен ěçěсене манмалла маррине, вěсенчен вěренсе Чăваш çěрне малалла аталантарса пымаллине, хамăр пурăнакан вырăна лайăх пěлмеллине, ăна упрамаллине тесе пĕтĕмлетÿ турăмăр. 

    «Чăваш ен – тăван ен» квест-вăйă кĕнеке тусĕсемшĕн интереслĕ те усăллă пулчĕ. 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная библиотечная система» Моргаушского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика