Кильдишевское сельское поселение Ядринского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Герасимовой Нине Михайловне - 90 лет!

15:54 01 октября 2020 г.

Герасимова Нина Михайловна

Герасимова Нина Михайловна 1930-мĕш çулхи Етĕрне районне кĕрекен Йуçпан ялĕнче хресчен  çемьинче çуралса ÿснĕ. Унăн ачалăхĕ çăмăл килмен. Виçĕ çула çитсен тăван амăшĕнчен çурма тăлăха тăрса юлнă. Шкул çулне çитсен икĕ класс кăна вĕренме пултарнă. Ватă ашшĕне пăхма тивнĕ. Хĕр шутне кĕнĕренпе колхоз уй-хирĕнче 53 çул ырми-канми тăрăшса ĕçленĕ. Ĕçчен те пултаруллă хĕре Герасимов Клементий Герасимович куç хывнă. Сăмах хыççăн сăмах калаçса часах çамрăксем пĕрлешме шут тытнă. 1957 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче вĕсен пĕртен-пĕр хĕрĕ, Галина, кун çути курнă. Нина Михайловнăпа Клементий Герасимович 55 çул килĕштерсе пурăннă.

Нина Михайловнăна паянхи куна кил вучахне тытса пыма унăн  мăнукĕ - Александр Григорьев, хăйĕн çемьимпе пулăшса пырать. Пурĕ унăн виçĕ мăнук: Александр, Алина, Нина. Мăнукĕсен ачисем улттă.

«Пĕр туратран темиçе хунав пулнишĕн чун савăнать. Нуши-асапне нумай ас тиврĕмĕр, паянхи саманапа ырă курса пурăнатпăр»,- тет Нина Михайловна.

Нина Михайловнăна 90 çул тултарнă ятпа чунтан саламлатпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр, 100 çула çитмешкĕн турри вăй-хал патăр.

 

Кильдишевское сельское поселение Ядринского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429068 Ядринский район д.Кильдишево ул.Школьная дом 44
Телефон: 8(83547) 64-3-23
Факс: 8(83547) 64-3-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика