Шальтямское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче «Халăх çыравçи» ятпа литература тăхтавĕ иртрĕ.

16:28 22 сентября 2020 г.

Стихван Шавли (Стихван  Антонович Шумков) çуралнăранпа 110  çитнĕ май Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче «Халăх çыравçи» ятпа  литература тăхтавĕ иртрĕ. Вулавçĕсем çыравçăн кун-çулĕпе, хайлавĕсемпе  паллашрĕç, тĕрлĕ çулта çырнă сăввисене итлерĕç.

 Стихван Шавли (Стихван  Антонович Шумков) — чăваш халăх сăвăçи. Самар облаçĕн Шăнтал районĕнчи Чулçырмара 1910 çулхи авăнăн 15-мĕшĕнче çуралнă. 1976 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

1974 çулта ăна чăваш халăх сăвăçи ячĕпе чысланă.

Стихван Шавлы хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1939 çулта Хусанти педагогика институтне пĕтернĕ.

1937 çулта Шупашкара куçнă. Кунта вăл «Сунтал» журнал редакцийĕнче, кĕнеке издетельствинче, писетельсен союзĕн правлениĕнче, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн редакцийĕнче, тата ытти пичет тата информаци учрежденийĕнче ĕçленĕ.

Пирвайхи хайлавĕсем 1931 çулта пичетленнĕ. 30 ытла кĕнеке кăларнă.

Унăн чылай сăвви Октябрь революцийĕпе, Владимир Ленинпа, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă.

Поэт Макçăм Горькийĕн, П.Ершовăн, И.Крыловăн, Михаил Лермонтовăн, Н.Некрасовăн, Я.Райнисăн тата ытти çыравçăн хайлавĕсене чăвашла куçарнă.

Шальтямское сельское поселение Канашского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике   
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429324, Чувашская Республика, Канашский район, д. Новые Шальтямы, ул. Спортивная, д. 2
Телефон: 8(83533) 62-5-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика