Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Суйлава килнĕ халăха концертпа савăнтарчĕç

15:49 14 сентября 2020 г.

Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ Малти Питтикасси ялĕнче пулчĕ Суйлава килнĕ çынсене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç кÿршĕсем, чăваш кĕвви-çеммипе чуна тыткăнларĕç. Ял-йыш артистсене ăшшăн йышăнчĕ, алă çупса хавхалантарчĕ.

Ырми-канми тăрăшакан маттур ĕçченсене саламласа юрă хыççăн юрă шăранчĕ. Тус-тăванлăха мухтаса, тăван кĕтесе савса янăрарĕ хаваслă кĕвĕ-çемĕ. Куракансен ăшă кулли, чĕререн тухакан тав сăмахĕсем кăмăла çĕклерĕç.

Хаклă ентешсем, кĕрхи тулăх кунсемпе саламлатпăр сире.

Сăн-питре хĕвел шевли вылятăр,

Чунсенче телей юрри янратăр.

Ырлăх-сывлăх пултăр иксĕлми,

Кун-çулăрсем савăк, ытарми.

 

 

 

Ямашевское сельское поселение Канашского района

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика