Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Спортпа туслисем стадионта тĕл пулчĕç

12:14 30 августа 2020 г.

Сывлӑха çирĕплетес тата çуллахи ӑшӑ кунсемпе савӑнса юлас текен ачасем Москакасси вӑтам шкулĕ çумĕнчи стадиона августӑн 29-мĕшĕнче пуçтарӑнчĕç. Паллах вĕсем нумайӑнах пулмарĕç пулин те пуçĕсене усмарĕç. Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева вĕсемпе тĕрлĕрен спорт вӑййисем туса ирттерчĕ. Кунта чупмалли те, сикмелли те, алӑ вӑйĕсене виçмелли те тата тĕрлĕрен вӑйӑсем туса ирттерчĕ. Ачасем хаваспах çак вӑйӑсене хутшӑнса кашниех мала тухма тӑрӑшрĕç. Юлашкинчен ачасемпе пан улмисемпе хаваслӑ эстафета туса ирттерчĕ ертÿçĕ. Чи маттур ушкӑн хӑйсене валли чи нумай пан улми пуçтарса мала тухма пултарчĕ. Пылак та сĕткенлĕ пан улмисене ачасем савӑнсах çирĕç.

Спорт вӑййисен пĕтĕмлетĕвĕ çакӑн пек пулчĕ, кашни ача çак кĕрешÿре çĕнтерÿçĕ пулса тӑчĕ. Акӑ вĕсем: Дарья Расколова, Лера Ильина, Александра Ванюшкина, Никита Кондратьев, Арсений Смирнов, Денис Гаврилов, Даниил Гаврилов тата Антон Миронов. Ачасем чӑннипех те хӑйсен сывлӑхне те çирĕплетрĕç, кӑмӑлĕсене те уçрĕç стадионта. Кĕçех шкул алӑкĕсем вĕсемшĕн уçӑлĕç. Шкулта вĕреннĕ чухне те сахал мар спорт вӑййисемпе паллашĕç-ха вĕсем. Апла пулсан, вĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ӑнӑçу сунатпӑр!

Çак кун спорт вӑййисене хутшӑннӑ ачасене культура Çурчĕн ертÿçи сентябрĕн 1-мĕшĕнче дипломсем парса хавхалантарĕ.

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика