Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шкулта 1-мĕш шӑнкӑрав янӑрарĕ

12:08 01 сентября 2020 г.

Москакасси вӑтам шкулне пĕрремĕш класа 24 ача парта хушшине ларчĕ. Çак ачасене нумай çул хушши ĕçлекен тава тивĕçлĕ учитель Светлана Федоровна Желтова хӑйĕн хÿттине илчĕ.

Линейка шкул умĕнче ирхине пуçланчĕ. Кунта 1-мĕш класс ачисемпе ашшĕ-амӑшĕсем тата аслӑ класс ачисемпе учительсем пулчĕç. Уяв программине çак шклта вĕренекенсем çавӑн пекех «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне çÿрекенсем Екатерина Смирновапа Сеергей Пашков ӑста ертсе пычĕç.

Директор тивĕçĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑçласа пыракан И.И.Пушкина пурне те çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе ӑшшӑн саламларĕ, пĕрремĕш класа килнĕ ачасене уйрӑмах вĕренÿ çулĕнче ӑнӑçу сунчĕ. Çавӑн пекех Муркашри экономика пайĕн пуçлӑхĕ О.В.Тимофеева, Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи Г.Г.Голубева  пур вĕренекене те хаваслӑ та савӑнӑçлӑ çĕнĕ вĕренÿ çулĕпе саламларĕç. Пурне те вĕренÿре ӑнӑçу сунчĕç, 4 тата 5 паллӑсемпе кӑна вĕресе пыма сывлӑх тата çирĕп кӑмӑл сунчĕç.

1- мĕш класа каякан ачасем  ашшĕ-амӑшĕсене тата  пухӑннисене хӑйсен пултарулӑхĕпе тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем пĕрин хыççӑн тепри сӑвӑ йĕркисене такӑнмасӑр каласа пачĕç. Шкулта музыкӑпа вĕрентекен А.В.Макаров тӑрӑшнипе ачасем шкул çинчен илемлĕ юрӑ шӑрантарчĕç. Юлашкинчен 1- класа килнĕ ачасемшĕн 1-мĕш шӑнкӑрав янӑрарĕ.

Хĕвеллĕ ӑшӑ çанталӑкра уявĕ те кӑмӑллӑ иртрĕ. Ачасем вара хӑйсен класĕсене хавас кӑмӑлсемпе кĕрсе вырнаçрĕç. Класс ертÿçисем вĕсемпе Пĕлÿ   тата Паттӑрлӑх урокĕсем туса ирттерчĕç.

 

 

 

 

 

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика