Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Нимелле - кĕпер

11:06 30 июля 2020 г.

 Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял  тăрăхĕ çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнă. Ҫавна май вăхăтран-вăхăта каçми-кĕперне те юсасах тăрас пулать. Хăш-пĕр ĕçне вара ял çыннин вăйĕпе пурнăçлаяс та çук. Ҫапах та аслăчеменсемпе туричакăсем - аптраман таврашсем. Патшалăх пулăшăвне çеç кĕтсе лармаççĕ, вăй çитнĕ таран ялта пурăнакансемпе канашласа, пĕр шухăшлă пулса, ырă ĕçе пикенеççĕ. Акă иртнĕ канмалли кунсенче Тури Чакă ялĕн старостипе Иван Никитинпа ял депутачĕсем Владимир Фролов, Владимир Кадушкин, Юрий Матросов пуçарнипе Тури Чакă ялĕнчен Пашьел енне каякан урам хушшинчи кĕпере çĕнетрĕç...

Каçса çÿрекен кĕпер юхăннăччĕ, унта юшкăн тулнăчччĕ, шыв çырантан тухса сарăлса кайнипе çурлă-кĕрлĕ техникăсемпе каçса çÿреме çав тери йывăрччĕ. Ҫавăнпа та пурте пĕрле тăрăшса кĕпер вырăнне тасатрĕç, бетон труба вырнаçтарчĕç.

Валерий Тимошкин, Николайпа Юрий Волковсем, Алексей Сюзюкин, Николай Софронов трактористсем вак чул, тăпра турттарчĕç. Ял старости Иван Никитин  пархатарлă ырă ĕçе хутшăннă ял çыннисене тав турĕ, малашнехи ĕçсене те активлă хутшăнма сунчĕ.

 

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика