Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çемье вăл - юрату, çемье вăл - килĕшÿ, çемье вăл - тĕрек, çемье вăл - хÿтлĕх, çемье вăл - ТЕЛЕЙ!

15:30 08 июля 2020 г.

Атте-анне пурри–телей. Атте-анне пурри-ăраскал. Хамӑра çуратса ÿстернĕ атте-аннерен пахи никам та çук.   Яланах вӗсен ӑшшине, кирлӗ канашӗвӗсене туйса тӑрас килет.

Канаш райĕнчи Чакаç ялĕнче пурăнакан Яковлевсем:Михаил Тимофеевичпа Нина Павловна,    мӑшӑрланнӑранпа 55 ҫул ҫитнине  ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче  паллӑ   турӗҫ. Михаил тата Нина Яковлевсем ялта ятлǎ-сумлӑ çемье.

Яковлевсем пĕр-пĕрне куçпа сăнаса, чун-чĕрепе савса 1965 çулхи çӗртме уйĕхĕнче пĕрлешнĕ . Турӑ умӗнче пӗр- пӗрне юратма, савӑнӑҫра та хуйхӑра та пӗр-пӗрне пулӑшма, ӑнланма, хисеплеме сӑмах панӑ. Ҫав тупана вӗсем 55 ҫул ҫирӗп тытса пыраҫҫӗ. 55 ҫул  алла -алӑн тытӑнса ҫӗнӗ куна кӗтсе илеҫҫӗ, кун иртнишӗн турра тав туса тутлӑ  ыйхӑна путаҫҫӗ. Пурӑннӑ ҫемӗн юрату иртет тенине илтме пулать тепӗр чух, ку сӑмахсем çак çемье ҫинчен мар. Вӗсем паянхи кун та пӗр- пӗрин ҫине ӑшӑ та ытарайми куҫӗсемпе пӑхаҫҫӗ, пӗр-пӗринсӗр хытӑ тунсӑхлаҫҫӗ. Пурнӑҫри инкек-сикекӗ, хуйхи-суйхи вӗсен юратӑвне тата та вӑйлӑрах ҫирӗплетсӗ  пынӑ. Çав юратăвăн тĕпренчĕкĕ - ачисем. 3 хĕрпе 3 ывăл парнеленĕ вĕсем çут тĕнчене. Атте-анне пехилĕпе çитĕннĕрен ачисем те пурнăçра хăйсен вырăнне тупрнӑ. Виçě ывăл салтака юрăхлă пулса хăйсен ар çын тивĕçне пурнăçланӑ, хĕрĕсем вĕренсе хăйсене валли юрăхлă ĕç суйласа илнě.

Михаил Тимофеевичпа  Нина Павловна хӑйсене телейлӗ те пуян теҫҫӗ. Телейӗ - 55 ҫул юратса, савса пурӑнакан мӑшӑрӗпе ачисем, пуянлӑхе вара - 14 мӑнукӗпе София кӗҫӗн мӑнукӗ. Ырă шухăш ĕмĕтпе пурăнаççĕ вĕсем, мăнукĕсен ачисене те утьăкка сиктерме ĕмĕтленеççĕ.

Михаил Тимофеевич тата  Нина Павловна, сире нумай-нумай çул пурăнма Турă сывлăх патăрччĕ.  Эсир пурришĕн эпир савăнатпăр, сирӗнпе  мухтанатпăр, сирӗнтен тěслěх илме тӑрӑшатпӑр. Сирӗн  ватлӑху канлӗ те лӑпкӑ пултӑр.

 

Чагасьское сельское поселение Канашского района

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика