Шальтямское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Шелттем ял тăрăхĕн культура сферинче ĕçлекенсем Ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи, вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ Т.Д.Радикова-Цаплина патĕче тĕлпулура.

12:07 23 июня 2020 г.

Чăваш Республикин уявĕ çитсе пынă май, Шелттем ял тăрăхĕн культура сферинче ĕçлекенсем çак кунсенче, Ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи, вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ Т.Д.Радикова-Цаплина патĕче тĕлпулура пулчĕç. Таисия Дмитриевна  Канаш районне кĕрекен  Çĕнĕ Шелттем ялĕнче 1940-мĕш çулхи январĕн 17-мĕшĕнче Анисия тата Дмитрий Цаплинсен çемьинче  çуралса ÿснĕ. Сиккассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан Канашри педагогика училищинче виçĕ çул вĕренсе  педагог профессине алла илнĕ. Шупашкарти педагогика институтĕнче филологи факультечĕнче вĕреннĕ.  1974 çулта вĕренсе пĕтерсе диплом илнĕ. Мĕн канăва тухичченех Шупашкар хулинче ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре вăй хунă. Хальхи вăхăтра Республикăн тĕп хулинче Шупашкарта пурăнать. Ашшĕ, Цаплин Дмитрий Григорьевич, 1942 çулта  Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Вăрçа каиччен вăл «Хĕрлĕ çăлтăр» колхозра сĕт-çу ферминче зоотехник пулса ĕçленĕ.  Амăшĕ, Цаплина Анисия Федоровна ывăлпа хĕр, Таисия тата Ваня ачисене пĕччен пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.  Анисия Федоровнăна тăван колхзра нумай çул хушши  тăрăшса ĕçленĕшĕн   СССР ВДНХ ял-хуçалăх Управленин начальникĕ алă пусса панă СВИДЕТЕЛЬСТВОпа чысланă. Çак çемьене паянхи кун та  ял çинче ырă ятпа кăна аса илеççĕ. Таисия Дмитриевна тăван яла тăтăшах килсе çÿрет. Ашшĕ-амăшĕн  кил-çуртне вăй çитнĕ таран пăхса-тирпейлесе тăрать. Пахча-çимĕç, улма-çырла та ÿсет кунта вăл тăрăшнипе. Чи хакли,  ÿснĕ тăван килте, Таисия Дмитриевăшăн – стена çинчи сăнÿкерчĕксем. Тăван киле пырса кĕрсен хĕрĕ вĕсемпе калаçать, канашлать, пиллĕх ыйтать. Арчара вара, чи хаклă мул, анне аллипе тĕрленĕ алшăллисем, минтер пичĕсем, кĕпе-тумтир упранать. Анисия аппа алă ăсти пулнипе  палăрнă ял çинче, пушă вăхăт тупăнсанах тĕрленĕ, çĕленĕ. Каçсерен кăлтăр-кăлтăр сас панă çĕвĕ машини халĕ те упранать. Кил хуçи хăнасене амăшĕн арчинче упранакать тупрапа паллаштарччĕ. Нумай çул каялла ăсталанă алă ĕçĕсем паянхи кунччен тĕрес-тĕкел упранаççĕ. Ырă-кăмăллă кил хуçи вулавăша  Тăван тавралăх управ кĕтесне çак арчари тупран  пĕр пайне парнелерĕ.

Тавах сире, Таисия Дмитриевна! Тăван ене килсе çÿреме  яланах такăр çул,  тата нумай-нумай   çул пурăнма  сывлăх пултăр сирĕн.  Сирĕн пек ырă кăмăллă, ĕçчен, тăрăшуллă çынсемпе  пуян пирĕн Чăваш  Республики, Тăван Çĕршывăмăр. 

Шальтямское сельское поселение Канашского района

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике   
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429324, Чувашская Республика, Канашский район, д. Новые Шальтямы, ул. Спортивная, д. 2
Телефон: 8(83533) 62-5-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика