Юманайское сельское поселение Шумерлинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕне усракнсемшĕн – лайăх хыпар: Сӑвакан ӗнесемшĕн тӳлев июнь вӗҫӗнче пуҫланмалла

12:29 09 июня 2020 г.

 Сӑвакан ӗнесемшĕн тӳлев июнь вӗҫӗнче пуҫланмалла.

 Ҫĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев видео-ҫыхăну мелĕпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Ларăва пуҫтарăннисем иртнĕ кану кунĕсем пирки калаҫнă, хăш-пĕр ĕҫсем ҫинчен чарăнса тăнă. Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче, регионта пурăнакансем Ҫимĕк кунĕнче йĕрке пăсман тенĕ, кун пирки регионти Шалти ĕҫсен министерствинче тăрăшакансем те ҫакнах ҫирĕплетнине асăннă.   

 Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан республикăра пурăнакансене ҫирĕп йĕркене пăсманшăн тав тунă. Масарсене халăх ҫӳременни, чир-чĕр алхасасран чарнине асăннă вăл.

 Пĕтĕмĕшле илес пулсан, регионта ҫав-ҫавах коронавирус енĕпе лару-тăру лăпкă мар.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн докладĕнче, паянхи куна илес пулсан, чирлисене вырнаҫтарма пушă вырăнсем пуррине пĕлтернĕ, пĕтĕмĕшле кăтартуран 19 проценчĕ COVID-19 чирĕпе аптраканнисем валли хатĕрлесе тăратнине хыпарланă министр.  Ҫитес вăхăтра республикăри ытти сиплев учрежденийĕсенче те чирлĕ ҫынсене валли ятарлă 150 вырăн хатĕрленессе асăннă вăл.

«Пушă вырăнсем хатĕрлесе тăратăпăр.  Пăшăрханма кирлĕ мар, пурне те медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерĕпĕр.  Сирĕн хăвăр чирлĕ пирки пире туххăмрах пĕлтермелле.  Тимлĕхсĕр пĕр ҫынна та хăвармăпăр», - тенĕ министр.  Томографи тума сиплев учрежденийĕсенче ятарлă хатĕрсем те ҫителĕклĕ пулнине пĕлтернĕ ведомство ертӳҫи.

 Паянхи ларура тепĕр хыпара сӳтсе явнă. Ялсенче хушма хуҫалăхра тăрăшакансене патшалăх енчен укҫа-тенкĕ малашне куҫĕ. Енчен те хуҫалăхра вăй хуракансем сăвăнакан ĕне усраҫҫĕ пулсан, иртнĕ эрнерех Олег Николаев пулăшу пуласси пирки пĕлтернĕччĕ.  Муниципалитетсенче хăш-пĕр ҫуртсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртессипе кирлĕ таран укҫапа усă курманни сисĕнет, вăл пайран та хушма хуҫалăхсене укҫа-тенкĕ куҫасси куҫкĕретех пулĕ.   

 Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче халăха тивĕҫтермелли пулăшăвăн йĕрки ҫирĕпленнĕ тенĕ.  Пĕр сăвăнакан ĕнешĕн 2300 тенкĕ, икĕ ĕне пулсан, кашниншĕн – 3300, виҫҫĕ, е тата та ытларах пулсан, кашниншĕн  – 4300 тенкĕ куҫасса асăннă.    Кун евĕр пулăшăва регионта 22 пин хушма хуҫалăх тивĕҫесси те планра пур.  Республика хыснинчен пурĕ 185 млн куҫать.  Укҫана ҫĕртме уйăхĕн вĕҫĕнче тивĕҫтерме те пуҫлĕҫ.  Пулăшăва илес тесен, халăхăн ял поселенине заявлени ҫырмалла.  

 Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ачасен ҫуллахи канăвĕ, хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси ыйтусем пирки чарăнса тăнă.  Иртнĕ эрнере вăл шăпах та, ҫак ыйтусемпе тĕплĕнрех паллашас тесе, хăш-пĕр муниципалитетсене ҫитсе килнĕччĕ.

 Коронавирусран асăрханас тесе, учрежденисене валли Роспотрепнадзор ыйтнине тивĕҫтерме хушма 19 млн тенкĕ кирлĕ пуласса хыпарланă Чăваш Ен вĕренӳ министрĕ Сергей Яковлев.  

Фоторепортаж 

 

Хыпар çăлкуçĕ: http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=8e86446a-7993-430f-ad2e-fa195fb6fda4&type=c01b5ae8-2883-494d-95eb-7eb4575c9e35

Юманайское сельское поселение Шумерлинского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429106, Шумерлинский район, с. Юманаи, ул. Мира. д.5
Телефон: 8(83536) 62-7-83
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика