Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ПАЯН - ЮЛАШКИ ШĂНКĂРАВ

13:37 25 мая 2020 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çулах, çу уйăхĕн вĕçĕнче, шкул вĕренсе пĕтерекен ачасемшĕн пысăк уяв – юлашки шăнкăрав янăрамаллаччĕ. Ку çул çак савăнăçлă та, çав вăхăтра кăштах хурлăхлă куна пĕрле пуçтарăнса ирттерсе яма май пулмарĕ. Анчах та 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсем питех хурланмарĕç. Виртуаллă мелпе шкулта вĕреннĕ çулсене аса илсе калаçу ирттертĕмĕр, тĕрлĕ фотосем пухса презентаци йĕркелерĕмĕр. Пĕрремĕш учительсене аса илсе вĕсенчен саламсем йышăнтăмăр.

Аслă Таяпари пĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп  шкултан кăçал 12 ача шкул  саккипе сыв пуллашать. Ачасен ĕмĕчĕсем пысăк. Чылайăшĕ хайсен пĕлĕвĕсене малалла тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕсенче аталантарасшăн. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене сапаланса малашнехи пурнăçра хисеплĕ çынсем пулма ĕмĕтленеççĕ. Ырă та такăр çул, ĕмĕтĕрсем пурнăçланса пыччăр  сирĕн, ачасем!  

Юратнă шкул, каймастăн эс

Нихçан асран:

Кунта эпир вĕреннĕ-çке

Мĕн ачаран.

Юратнă шкул, ăс панă шкул,

Сыв пул, сыв пул.

Пире чĕнет, пире йыхрать

Телейлĕ çул.

Большетаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика