Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » К.В.Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа

10:15 26 мая 2020 г.

К.В.Иванов – чи çутă чăваш поэчĕсенчен пĕри. Вăл вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторĕ пулса кĕчĕ те чăваш литературин ани çине ĕмĕр тĕксĕмленми, çухалми йĕр хăварчĕ.

Шупашкарти К.В.Иванов ячĕпе хисепленекен Литература музейĕнче «Нарспи» поэмăна 29 чĕлхепе  куçарнă куçарусем упранаççĕ. Поэмăн пахалăхĕ пысăк пулнине кăтартать çак.

Çу уйăхĕн 19-31-мĕшĕсенче К.В.Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа республика шайĕнчи «Çулсем иртсен те «Нарспи» янăрать ятлă уçă литературăпа  творчествăлла онлайн конкурс иртет. Çак конкурса  Патреккел шкулĕнче вĕренекенсем  те  активлă хутшăнни савăнтарать. Конкурса хатĕрленнĕ май малтан шкул шайĕнче «Нарспи вулавĕсем» конкурс иртрĕ. Конкурса шкул ачисем «Нарспи» поэма сыпăкĕсене вуланине видеопа ÿкерсе ярса пачĕç, пултаруллăран та пултаруллисен ĕçĕсене республика шайĕнчи конкурса ярса пачĕç. Вĕсен шутĕнче 9-мĕш класра вĕренекенсем: Воронцова Юлия, Николаева Анастасия, Николаева Ксения.

Яльчикский территориальный отдел

Первоисточник: МБОУ"Байдеряковская ООШ" Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика