Азимсирминский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Новости » Аслă Ҫĕнтерў паттăрĕсене тата тыл ĕҫченĕсене халалласа…

12:31 20 мая 2020 г.

2020 ҫулта  Аслă Ҫĕнтерў ҫитнĕренпе 75 ҫул ҫитрĕ. Кашни ҫын хурлăхпа куҫҫуль уявне  асран ямасть. Вăрнар  районĕнчи Кăмпал ялĕнче те ҫакна пурнăҫласа пыраҫҫĕ.

Ҫак  ялта  1959 ҫулхи  майăн 6-мĕш кунĕнче кун ҫути курнă, Краснов Виталий Павлович халăх асăнмалăх, вăрҫăра вилнисемпе килнисене асăнса мрамортан сăнўкерчĕклĕ ҫĕнĕ палăк лартнă. Мрамор плити ҫине аякран курăнмалла шурă саспаллисемпе вăрҫă вучĕ витĕр тухнă салтаксен ячĕсене икĕ плита ҫине ҫырнă. Палăкпа юнашар килĕсенче упранса юлнă 34 сăнўкерчĕк вырнаҫтарнă. Ҫак палăка Виталий Павлович пĕтĕм тăванĕсемпе канашласа вăрҫă тата тыл ĕҫченĕсене халалласа пуҫарнă.

Ку вырăнта унччен ҫуннă культура ҫурчĕнчен тума  пуҫланă спортзал кўлеписем сăнсăррăн ял илемне пăснă. Йĕри-тавра пиҫенпе уссăр йывăҫсен вăрманĕ  кашланă. Яла килмессерен Виталий Павлович ҫак вырăна хăтлă тума ĕмĕтленнĕ. 2000 -  мĕш ҫулсенче ҫак вырăна колхозран укҫалла  илнĕ.  Хăй ĕмĕтне майĕпен пурнăҫа кĕртме пуҫланă. Ҫак хуҫалăха йĕркене кĕртме Бокс федерацийĕ пулăшу панă. Хăй ĕҫлесе илнĕ укҫине те пĕрре те шеллемен.

Палăкăн сулахай енне илемлĕ, капăр часовня  тунă. Ĕлĕкхи ҫăла юсаса ҫĕнетнĕ. «Эпĕ Кăмпала юрататăп» -  текен паллă та пур. Мрамор плитисене чĕрĕ чечек чўлмекĕсем илем кўреҫҫĕ.

Тинех ку вырăн  хăтлăланчĕ, илемленчĕ, анчах ĕмĕтсем татах нумай.

Азимсирминский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
Информационное наполнение сайта:
Администрация Азимсирминского сельского поселения - тел. (8-83537)62-3-11
vur-azimsirma@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429214 Чувашская Республика, Вурнарский район, д. Азим-Сирма, ул. Колхозная, д. 1
Телефон: 8(83537) 62-3-11, 62-3-19
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика