Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хушма пӗлÿ паракан навигатор фотокружок ӗҫӗн пӗтемлетевӗ

12:48 18 мая 2020 г.

     Илем... Мӗнле ҫепӗҫҫӗн те ачашшӑн илтӗнет. Ахальтен мар ӑна паллӑ тӗпчевҫӗ Н.И.Ашмарин «Чӑваш чӗлхинчи чи хитре сӑмахсенчен пӗри вӑл», — тенӗ.
     Мӗн-ши вӑл илем? Илем — чуна ҫӗклентерекен, хавхалантаракан, кӑмӑла уҫакан, ырра ӗмӗтлентерекен, куҫа илӗртекен, чӗрене тыткӑнлакан туйӑм. «Асамлӑ вӑй-хӑват пур тейӗн ҫав унра. Ҫак хӑвата туйма хӑнӑхтарас тӗллевпе Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти вӗрентекен Любовь Адюкова 2019-2020 вӗренÿ ҫулӗнче навигатор (
https://р21.навигатор.дети/program/6559-mir-cherez-ob..) хушӑмпа «Мир через объектив-2020» кружок йӗркеленӗ. Ҫак ушкӑна 10-15 ҫулхи 10 ача ҫÿреме пултарчӗ. Паллах, кашни ачанах илемлӗ те куҫа илӗртекен сӑн ÿкерчӗк ÿкерттерме вӗрентес тӗллев пулнине шута илсе, занятисенче нумай вӑхӑт хушши кӑсӑклӑ мелсемпе паллашрӑмӑр. Ҫавӑн пекех илемлӗ литературӑри хайлавсене, хитре сӑн ÿкерчӗксене те тишкертӗмӗр. Илемре унта яланах мӗнле те пулин ырӑ пӗлтерӗше туйтаракан япала уҫӑмлӑхӗ, сӑн-сӑпачӗ пур-ҫке. «Илем вӑл — пурнӑҫ. Илеме сӑнаса пӑхсан, чунра ырӑ туйӑм ҫуралчӗ пулсан, санран чӑн-чӑн фотограф пулатех»,˗ тесе пӗрре мар асӑрхатараттӑм ачасене.
       Дистанци мелӗпе вӗреннине пула тата вӗренÿ ҫулӗ вӗҫленнине шута илсе пӗтӗмлетÿ занятийӗ валли кашни ачанах ятарласа «илем», «илемлӗ» сӑмахсемпе ҫыхӑнтарса «Ҫурхи илем», «Ял илемӗ, «Илемлӗ чечек», «Илемлӗ ҫут ҫанталӑк», темӑсенчен пӗрне суйласа сӑн ÿкерчӗк ÿкерттермеллеччӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем тулли кӑмӑлпа пурнӑҫлани куҫ кӗретех.
     Таврари илемлӗхе туйма, килӗшӳллӗ ҫын пулса ӳсме ачасене шкултанах вӗрентмелле. Илеме туйсан, ҫынсене ҫӗр ҫинче пурӑнма  ҫӑмӑл, хаваслӑ та. Илемлӗ ҫын — илемлӗ тӗнче. Ҫак ҫыхӑну пурнăҫа тытса тӑрать те.

Большеяльчикский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Большеяльчикская СОШ им.Г.Н.Волкова" Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика