Николаевское сельское поселение Ядринского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пӗтӗмпех ҫырса кӑтартас тесен виҫӗ кӗнекене те кӗрес ҫук.

16:38 18 мая 2020 г.

 Пӗтӗмпех ҫырса кӑтартас тесен виҫӗ кӗнекене  те кӗрес  ҫук.

 

           Мӑн Явӑш ялӗнче 1932 ҫулхи декабрӗн 19 мӗшӗнче колхозниксен ҫемйинче кун ҫути курнӑ Емельянова Клавдия Михайловна.  Ашшӗ- Михаил Тимофеевич Сергеев бригадирта та , лавккара та , колхозра та ӗҫленӗ. Амӑшӗ -Татьяна Леонтьевна Сергеева колхозра ӗҫленӗ.

      1941 ҫул, июнь уйӑхӗ. Урамра ҫынсем кӑшкӑрни, хӗрарӑмсем макӑрни илтӗнсе кайнӑ.  Вӑрҫӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑ! Нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн ҫӗршыв ҫине тапӑннӑ. Ашшӗ вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗсенчех вӑрҫӑ хирне тухса кайнӑ. Хаяр вӑрҫӑ вӗҫленсен кӑна килне таврӑнать Михаил Тимофеевич. Килте амӑшӗпе ачисем кӑна тӑрса юлаҫҫӗ. Нинка- 13ҫулта, Толя- 11ҫулта, Кладёк- 8 ҫулта, Лиза- 6ҫулта, Нонна- 4ҫулта.

     Асаплӑ вӑрҫӑ ҫулӗсем. Ватти-вӗтти пурте ӗҫре. Клавдия Михайловна выльӑх-чӗрлӗхне те пӑхать, мамаккӑшне те пӑхмалла, хваттерте тӑракан учительсене апат та пӗҫерсе ҫитермелле. Мамаккӑшӗ ӗнтӗ икӗ ҫул вырӑнпах выртать. Кладёкӑн шкула ҫӳреме те вӑхӑт ҫук. Ачасем шкула кайнине чӳрече витӗр кӑна пӑхса юлать хӗрача. Юрать-ха хваттерте тӑракан учительсем пулӑшнипе Клавдия Михайловна ҫырма та , вулама та вӗренсе юлать. Вӑрҫӑ пынӑ май учительсене те вӑрҫӑ хирне илсе каяҫҫӗ. Лутра Пакӑш ялӗнчи Алексей Михайлович, Выл Пасарӗнчи Афанасий Яковлевич учительсене ӗмӗрне те манас ҫук, тет ветеран .

      Хӗрача 9 ҫул тултарсан ӑна та ытти ачасемпе пӗрле лаша кӳлсе параҫҫӗ те хире кӑларса яраҫҫӗ. Лаша ҫавӑтса пынӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайни те пулнӑ. Ҫав тери ывӑннӑ пулсан та каҫхине ҫӑм арламалла ,  алса-чӑлха ҫыхмалла , пир тӗртмелле пулнӑ. «Аҫусен урисем шӑнаҫ, ҫавӑнпа та ҫыхӑ-ҫыхӑр, ачасем,тетчӗ апи »,-куҫҫӳлӗсене шӑлать ветеран. «Хамӑра ҫиме апат ҫук, ҫӗршыва  валли ҫӑмарта, ҫу, аш, ҫӑм памалла пулнӑ. Ӗҫкунӗ тӑрӑх пире ачасене ҫур хакпа кӑна тӳленӗ, мӑннисене вара тулли хакпах тӳлетчӗҫ. Апи вӑкӑр усратчӗ те налуксене вӑхӑтра тӳлетчӗ. Кӳршӗсемшӗн те аш паратчӗ те , вӗсем вара ун вырӑнне пире тырӑ паратчӗҫ»,- аса илет вӑрҫӑ ҫулӗсене Клавдия Михайловна.

      Вӑрҫӑ пынӑ пулсан та Шупашкар артисчӗсем ялтан яла концерт лартса ҫӳренӗ. Гитлера витлесе такмаксем шӑрантарнӑ, вӑрҫӑ ҫинчен юрӑсем юрланӑ.

     Яла эвакуированнӑйсем киле пуҫланӑ. Мӑн Явӑш ялӗнче 5 ҫемье пурӑнма пуҫланӑ. Клавдия Михайловнӑн мамаккӑш патӗнче те вырӑссем хваттерте пурӑннӑ. «Питӗ хытӑ ӗҫлетчӗҫ хӑйсем. Тем тӗрлӗ ал-ӗҫ тума та пӗлетчӗҫ. Вырӑсла   пӗлмен пулин те калаҫаттӑмӑр пӗр-пӗринпе, ӑнланаттӑмӑр пӗр-пӗрне»,-  аса илет тыл ӗҫченӗ.

       Ҫитӗнсе пынӑ май Кладёка та вӑрман ӗҫлеме яраҫҫӗ ҫитӗннисемпе пӗрле. Ҫӑпатине те никам туса паракан ҫук,вӑрманне каймалла,  пушӑт касмалла та ҫӑпатине тумалла. «Ҫӑпати урара нумай та пымасчӗ. Ҫӗтӗлсе тухать те татах ҫӑпата тума тивет. Ҫӗмӗрле вӑрманне ҫуран ҫӳресе вӑрман касма. Пӗрре ҫапла каҫ пулса кайса, Лутра Пакӑш ялне ҫитсе ӳкрӗмӗр. Хамӑр выҫӑ, тата шыв та ӗҫес килет. Пӗр ҫӑл патӗнче ҫамрӑк хӗрарӑм шыв ӑсать. Шыв  ӗҫме ыйтрӑмӑр та ,вӑл пире килне илсе кӗртсе кӑмакаран шаркку кӑларса вӗри кӑшман шывӗпе ӗҫтерсе ҫитерсе кӑларса ячӗ. Ӗмӗрне те манмастӑп ҫавна. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче никамӑн ҫимелли ытлашши пулман , ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм пире ырӑ турӗ вӗт. Шел ятне -шывне ас тумастӑп, манса кайнӑ. Пӗррехинче  ҫапла вӑрман ӗҫленӗ хыҫҫӑн киле утатпӑр. Ӳрара ҫӑпата ҫӗтӗлсех пырать, яла тӑлапа ҫитрӗм. Малтан пирӗн кантура кӗмелеччӗ, кайран тин киле каймалла. Вара эпӗ урара тӑла кӑна пулнипе киле ҫырмапа кайрӑм. Ун чух кантурӗ пирӗн Дмитриев Виталий килӗнчеччӗ (халӗ Герасимовсем пурӑнаҫҫӗ).

        Вӑрман каснӑ, ҫул тунӑ, чул турттарнӑ, лаша ҫинчен анман. Ялан юрӑ юрлаттӑмччӗ, хырӑм выҫнине те манаттӑмччӗ.1945 ҫул та иртсе кайрӗ, ҫаплах тӑраниччен ҫӑкӑр ҫисе кураймасттӑмӑр. Ати те хаяр вӑрҫӑран ҫаврӑнса ҫитрӗ те, ӑна тӳрех председатель пулӑшуҫине уйӑрса лартрӗҫ. Кӑнтӑрла колхоза тухатчӗ ати, каҫпа вара урапа- ҫуна хатӗрлетчӗ.

       Ҫапла пӗрре яла Шупашкартан артистсем килчӗҫ. Концерт лартнӑ хыҫҫӑн мана юрлаттарса, ташлаттарса пӑхрӗҫ.  Эпӗ вӗсене питӗ килӗшнӗ пулас, хӑйсемех вӗренме яма шантарчӗҫ. Анчах та ати мана нимӗн тусан та вӗренме яма килӗшмерӗ. «Артистсем 7-8 арӑмпа пурӑнаҫҫӗ, эсӗ вара тӑлӑха  тӑрса юлӑн», -терӗ мана ати.

      «Колхозрах ӗҫлесе пурӑнтӑм, 22 ҫула ҫитсен качча тухрӑм. Упӑшкапа 68 ҫул килӗштерсе   пурӑнтӑмӑр. Ачасене вӗрентсе ҫын турӑмӑр. Килте те пӗр кун та ӗҫсӗр ларман, совхох ӗҫӗнчен таврӑнсан кил-тӗрӗшре тӗттӗм пуличчен ӗҫленӗ. Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче ялан алӑҫӗпе ларнӑ, мӗн кӑна туман пулӗ , мӗн кӑна ҫыхман пулӗ.

     Шӳтлеттӗмччӗ, юрлаттӑмччӗ, Кладёк килсен йӗтем те тулса ларать»- тетчӗҫ ман пирки ял ҫыннисем. Пӗтӗмпех ҫырса кӑтартас тесен виҫӗ кӗнекене  те кӗрес  ҫук.

Николаевское сельское поселение Ядринского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429076 Ядринский район с.Николаевское ул.Ленина д.1
Телефон: 8(835-47) 63-5-33, 63-6-35
Факс: 8(835-47) 63-6-35
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика