">
Сайт МБУК "Районный литературно-краеведческий музей" Аликовского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Переход на новый «сайт»

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Экспонатсемпе куравсем кăсăклăхне çухатмаççĕ

23:52 16 мая 2020 г.

Музей ĕçĕ интереслĕ, пуян, çавна май кăткăс та. Унта - мĕнпур истори: ĕлĕкхи пурнăç, ĕç хатĕрĕсем, вăрçă хĕç-пăшалĕ тата ытти те упранать.

Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейĕ те историн пысăк палăкĕ. Вăл Элĕкри вăтам шкул территорийĕнче вырнаçнă. Музей директорĕнче Ольга Алексеева ĕçлет. Шăпах вăл вулакансене паллаштарĕ те музей ĕçĕ-хĕлĕпе.

- Ольга Евгеньевна, чи малтанах историрен пуçлар-ха. Мĕнле йĕркеленнĕ музей?

-  Музей 1995 çулта августăн 25-мĕшĕнче уçăлнă.  Ăна никĕс- лекенĕ - Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш Ен халăх академикĕ Гурий Терентьев. Çулран-çул истори палăкĕ аталанса пынă. Унти экспонатсен шучĕ те, курма килекенсен йышĕ те ÿссе пынă. Сăмахран, 1992 çулта уйрăм пÿлĕм хута янă - И.Я.Яковлев музейĕ. Унта 800 ытла экспонат вырнаçтарнă. 1997 çулта çамрăксемпе шкул ачисене воспитани парас ĕçре тухăçлă ĕçленĕшĕн, таврапĕлÿ юхăмне аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейне «Халăх музейĕ» ят панă.

- Эсир уйрăм пÿлĕм уçăлнине палăртрăр. Паянхи куна илсен музейра миçе вĕсем?

- Чăваш Республикин Министрсен Канашĕн 1993 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнчи постановленийĕпе килĕшÿллĕн музей çурчĕ истори тата культура палăкĕ пулса тăнă. Музейра пурĕ 10 зал ĕçлет: Çар Мухтавĕн, Çар тата Ĕç Мухтавĕн, таврапĕлÿ, воин-интернационалист, этнографи, çут çанталăк (минералоги, археологи тата палеонтологи), литературăпа ÿнер залĕсем. Унсăр пуçне космонавтика уйрăмĕ, И.Я.Яковлевăн пÿлĕм-музейĕ тата курав залĕ уйăрнă. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, музейра пĕтĕмпе 16 пин те 535 единица экспонат упранать, вĕсенчен 14 пин те 668-шĕ - тĕп фондра.

-  Музейра пулса курнă май унти кашни залĕнчех интереслĕ пулнине пĕлетĕп. Ольга Евгеньевна, мĕнпе кăсăклантарма тăрăшатăр çынсене, тата ытларах мĕнле залсене çÿреме кăмăллаççĕ?

-  Шкул ачисене илес пулсан, вĕсем ытларах этнографи, Çар Мухтавĕн, çут çанталăк, курав залне çÿреме кăмăллаççĕ. Паллах, интереслĕ пулмасăр. Сăмахран, пĕчĕк ачашăн та аслăрах ÿсĕмришĕн те кăнтăр слонĕн кĕлеткин шăммисене, мамонт шăлĕсене, носорогăн пуç мимине тата нумай-нумай чĕр чуна, тинĕсре ÿсекен  ÿсен-тăрана курсан питĕ интереслĕ. Аслисем те ытларах  кăсăкланаççĕ. Нумай чухне пирĕн курав залĕнче тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме тивет. Кунта курав- сен тематики те яланах çĕнелсе тăрать. Унта кино пăхасси те, мастер-класс ирттересси те, лекцисем, пултарулăх каçĕсем йĕркелесси тата ытти те пурнăçланать. Залра - хальхи йышши техника. Курав залĕ çуртăн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă.

- Мастер-классем çинчен сăмах пуçарар-ха эппин. Элĕк музейĕ ку енĕпе питĕ хастар ĕçлесе пынине пĕлетпĕр. Ачасене явăçтарма тăрăшать. Кунта та темĕнле вăрттăнлăхсем пур пулĕ çынсене илĕртме?

-  Çапла. Музее çынсем килсех тăччăр тесен чи малтанах çĕнĕлĕх кĕртсех тăмалла. Çакна пăхăнса ĕçлетпĕр те эпир. Курав залĕнче тĕрлĕ кружок та ĕçлет. Сăмахран, ал ĕçĕсем тăвас енĕпе пултарулăха туптама пулăшатпăр. Шкул ачисем уйрăмах вĕсене çÿреме кăмăллаççĕ. Вĕсен эрнере икĕ хутчен килмелле пулсан та, кружока вĕсем вара кашни кунах килме хатĕр. Паллах, ку пире, музей ĕçченĕсене, савăнтарать. Сăмахран, «Зернушка» пукане ăсталама вĕренеççĕ. Унсăр пуçне «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» ятлă кружок та лайăх ĕçлет. Ăна Вера Степанова ертсе пырать. Тăварлă чустапа ĕçлеме те хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ. Ку вăл ачасен чи юратни тесен те юрать. Кунта та тулли кăмăлпах çÿреççĕ. Ачисем кăна мар, амăшĕсем те туртăнаççĕ кружока. Пĕр сăмахпа каласан, çемьесем те музейри мероприятисене явăçаççĕ. Çавна май куравсем те улшăнсах, аталансах пыраççĕ. Пĕтĕм тĕнчери Музейсен кунĕ çывхарса килет. Эпир ăна Музей каçĕпе пĕрле çыхăнтарасшăн.  

- Музей çурчĕ вăл хăй пысăк истори. Вăл республика пĕлтерĕшлĕ çурт, мĕншĕн тесен ăна И.Я.Яковлев вăхăтĕнче çĕкленĕ. Çулсем иртнĕçем ăна кивĕ сăн та çапнă. Анчах та унăн пархатарĕ, мăнаçлăхĕ чакмасть. Çурта юсас тĕлĕшпе улшăнусем кĕртетĕр-и-ха?

- Кăçал çулла музей çуртне тĕпрен юсаса çĕнетесшĕн. Çуртăн никĕсне çирĕплетмелле, чÿречесене, алăксене, çурт тăррине улăштармалла. Çавăн пекех залсенче юсав ĕçĕсем ирттермелле. Çак ĕçсене пурнăçласан пирĕн малалла хавхаланса ĕçлеме пур услови те пулать.

Тепĕр тесен эпир ахаль те çынсене йыхравлама майсем тупсах тăратпăр. Музей ĕçченĕ-сем управ фончĕпе ĕçленисĕр пуçне, маларах палăртрăм ĕнтĕ, интереслĕ курав проекчĕсем  тăватпăр тесе. Акă кăçал Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕ пулнă май Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă куравсем йĕркелерĕмĕр: «Фронтран янă çырусем», «Совет Союзĕн Геройĕ - Мирон Ефимович Ефимов», «Пирĕн ентешсем - орденоносецсем», «Çĕнтерÿ хĕç-пăшалĕ».

Анжелика Силивестрова калаçнă.

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Аликовский литературно-краеведческий музей" Аликовского муниципального округа Чувашской Республики

Первоисточник: Сайт Аликовской районной газеты

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Переход на новый сайт 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика