Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ēмĕр асӑнмалӑх палӑк уçрĕç

16:14 11 мая 2020 г.

 Майӑн 9-мĕшĕнче Рикакасси ялĕнче тĕлĕнмелле пысӑк уяв пулса иртрĕ.

Фашистла Германи пирĕн çĕршыва тапӑнса килсен, Рикакасси пĕчĕк ялĕнчен пĕтĕмпе 30 вӑйпитти арçын вӑрçа тухса кайнӑ. Хаяр вӑрçӑ нумай çынӑн пурнӑçне вӑхӑтсӑр татанӑ. Нумай çемьене хуйхӑ килсе çапнӑ çак 4 çул хушшинче. Яла каялла 16 салтак çеç таврӑннӑ.

Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ 75 çул тултарнине кĕтсе илме, апрелĕн 4-мĕшĕнче ялти пухура пурте пĕр шухӑшлӑ пулса хӑйсен вӑйĕпе палӑк лартма шутлаççĕ Рикакассисем. Ку ĕçе вара ним тӑхтаса тӑмасӑр хӑвӑрт кӑна пуçлаççĕ. Ялти халӑх пурте тенĕ пекех укçа-тенкĕпе пулӑшма тӑрӑшать çак пархатарлӑ ĕçре. Кирлĕ материалсене туянса ĕçе пикенеççĕ ял çыннисем. Палӑк проектне те çак ялта пурӑнакан Виктор Короленко туса хатĕрлет.

Палӑк тунӑ çĕрте ватти те вĕтти те хутшӑнать. Ēçĕ те кал-кал пулса пырать. Хĕшĕсем çемьипех çак ĕçре тӑрӑшса вӑй хураççĕ. Асӑннӑ вӑхӑта, майӑн 9-мĕшне палӑка туса пĕтерсе, тирпей – илем, хӑт кĕртеççĕ маттур та пултаруллӑ ял ĕçченĕсем.

Хӑйсен аслашшĕ-ашшӑсене хисеплесе палӑк лартнӑ çĕрте çак çемьесем тӑрӑшса вӑй хураççĕ: Короленкосен, Акимовсен тата Родионовсен çемьисем. Çавӑн пекех Г.Николаев, Ю.Васильев, С.Грачев, А.Тимофеев, В.Абросеев тата ыттисем те тӑрӑщса ĕçлеççĕ. Ēçлекенсене тутлӑ апат-çимĕç пĕçерсе çитерекенсем вара çаксем: Е.Щербакова, Э.Белкова, М.Малинова, М.Родионова, В.Пайкова, В.Акимова тата Г.Короленко.

Çавӑн пекех çак ялта пурӑнакансем 75 çулхи Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илме ялти тасатса тирпейленĕ пĕве йĕри-тавра майӑн 1-мĕшĕнче 75 хунав чӑрӑш лартса хӑварчĕç. Çак ĕçре Людмили Абросеева, Клавдия Николаева, Елена Щербакова тата Галина Алексеева кÿршĕсем тӑрӑшса ĕçлерĕç, вĕсене мӑнукĕсем те пулӑшма тӑрӑшрĕç.

Рикакасси клубĕ çумĕнче хӑпартнӑ Палӑка майӑн 9-мĕшĕнче ялти халӑхпа пĕрле чаплӑн уçрĕç. Венера Петровна Акимова палӑка уçиччен вӑрçа   вӑхӑтĕчи ял пурнӑçĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ, вӑрçа тухса кайнӑ кашни çынӑн ячĕсене вуласа пачĕ. Вӑрçӑра миçе çын вилнĕ, хыпарсӑр çухалнӑ пĕтĕмппех тĕплĕн каласа пачĕ.

Палӑка уçма тата хĕрлĕ хӑйӑва касма çак ĕçре пысӑк тÿпе хывнӑ Г.Николаевпа тата А.Тимофеева шанчĕç ял çыннисем. Хӑйӑва каснӑ хыççӑн хĕрлĕ хӑю татӑкĕсене ялти пĕчĕк шӑпӑрлансене тыттарчĕç. «День Победы» юрӑпа палӑка куççулĕ витĕр уçрĕç Рикакасси ялĕнче пурӑнакансем.

Тухса калаçакансем сахал мар пулчĕç çак палӑк умĕнче, сӑвӑсем те вуларĕç, «Туслӑх» пултарулӑх ушкӑнĕ Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе тĕрлĕрен юрӑсем шарантарчĕ. Уйрӑмах çак ялта пурӑкан Капитолина Александровна Алексеева вӑрçа вӑхӑтĕнчи пурнӑç пирки куççулĕ витĕр каласа пани, пурин чунне те хумхантарчĕ. Вӑрçа пуçланнӑ çул вунӑ çулхи хĕрача ашшĕ тата ялти арçынсем вӑрçа тухса кайни пирки чунтан хурланса каласа пачĕ. Ашшĕ çав çулах сентябрь уйӑхĕнче пуçне хуни çинчен куççульне шӑла-шӑла каласа пачĕ. Вӑл чылай вӑхӑт хушши калаçрĕ ял халӑхĕ умĕнче. Палӑка туса лартнишĕн пурне те тав сӑмахĕ каларĕ.

Чӑннипех те маттур та пултаруллӑ çынсем пурӑнаççĕ çак пĕчĕк ялта.  Кирек мĕнле ĕçе пуçласан та, вĕçне çитермесĕр чарӑнмаççĕ. Черетлĕ ĕç вĕсен паянхи кун чаплӑ Палӑк уçнипе палӑрчĕ. Рикакасси клубĕ çумĕнче туса лартнӑ Палӑк çак çурта хӑт кĕртрĕ. Пĕтĕм халӑха, çак клубра «Туслӑх» пултарулӑх ушкӑнне ертсе пыракан, Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Кондукторова чунтан тухакан ӑшӑ сӑмахсем каласа тав турĕ. Çавӑн пекех Москакассинчи культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева те Палӑка хӑт кĕртмешкĕн малтанах илемлĕ тюльпансем лартса   Рыкакасси ялĕнче пурӑнакансене уяв ячĕпе салам сӑмахĕ каларĕ, çавӑн пек яланах туслӑ та пĕр шухӑшлӑ пулса, малашне те пĕрле пĕр çемьери пек пурӑнма, ялти ĕçсене пĕрле туса пыма ӑнӑçу та телей сунчĕ. Паллах, çак Палӑка тунӑ çĕрте пысӑк тÿпе хывнӑ çынсене урӑмах чи пысӑк тав сӑмахĕ каларĕ.

Москакасси ял тӑрӑхĕнче малтанах Çĕлеменькасси кайран Рикакасси ялĕсенчи çынсене нимелле çакӑн пек чаплӑ Палӑксем уçма пултарнишĕн, чун-чĕререн тухакан тав сӑмахĕ, çĕре çити пуç тайса тав тӑвас килет! Чӑннипех те маттурсем эсир çак ялсенче пурӑнакансем!

Çак Палӑксемпе яланах мӑнаçланма, мухтанма пултаратӑр эсир хисеплĕ çыннӑмӑрсем. Тавах сире!

Чӑваш Республикин культура

тава тивĕçлĕ ĕçченĕ                                                  Г.Голубева

 

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика