Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Нихӑçан та манӑçман паттӑр салтаксем

16:12 09 мая 2020 г.

Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ 75 çул тултарнине халалласа кӑçал пур çĕрте те тивĕçлĕн кĕтсе илчĕç пулĕ. Хӑрушӑ чир пĕтĕм тĕнчипех сарӑлчĕ ĕнтĕ, пирĕн Муркаш районнне те килсе çапрĕ. Çапах та пире мирлĕ пурнӑç парнелес тесе, пирĕн асатте – аттесем хӑрушӑ вӑрçӑра сахал мар юн тӑкса пуçĕсене хунӑ. Кӑçал çак паллӑ çула пĕтĕм халӑхпа палӑксем умне тухса кĕтсе илеймерĕмĕр. Çапах та пĕчĕк ушкӑнпа та пулин кашни вырӑнтах палӑксем умне чечек кӑшӑлĕсем хурса вӑрçӑра вилнисене асӑнмасӑр хӑвармарӑмӑр. Çак ĕçе Москакасси ял тӑрӑхĕнче вилнисене виçĕ палӑк умĕнче туса ирттертĕмĕр.

 Малтанах Москакасси ялĕнче вырнаçнӑ палӑк умĕнче хаяр вӑрçӑра пуçĕсене хунӑ салтаксене асӑнса чечек çыххисем хурса сӑвӑ каласа тата юрӑсем юрларӑмӑр. Çак ĕçсене тунӑ çĕрте Москакасси ял тӑрӑхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Николай Витальевич Потряков, вӑрçӑ тылĕн ветеранĕ Мария Евстафьевна Царева, Москакасси вӑтам шкулĕнче биологи учителĕ Оксана Николаевна Столярова, музыка учителĕ Анатолий Валерьянович Макаров тата культура ĕçченĕсем пулчĕç.

Вӑрçӑра вилнисене асӑнса ветерансен канашĕн ертÿçи Н.Потряков сӑмах илчĕ, палӑк умне чечек çыххи хурса чылай вӑхӑт хушши пуçне тайса тӑчĕ. М. Царева вӑрçӑ вӑхӑтĕче нуша курни çинче куççÿлĕ витĕр каласа пачĕ. О.Столярова «Нихӑçан та манмастпӑр!» сӑвва хумханса вуласа пачĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле пĕрле харӑссӑн «Эпир сире нихӑçан та манмӑпӑр!»,- тесе «Катюша» тата «День победы» юрӑсене шӑрантартӑмӑр.

Унтан культура ĕçченĕсем Москакасси ялĕнчи Симĕс урамра пурӑнакан 103 çулхи тыл ветеранĕ Неонила Степановна Белова патĕнче те пулса килчĕç. Вĕсем ӑна Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ 75 çул çитнĕ ятпа Чӑваш Республикин пуçлӑхĕн тивĕçĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑçлакан О.Николаевӑн тав çырӑвне тата чечек çыххи парса хавхалантарчĕç. Малашне те сывлӑхпа пурӑнма телей сунса юрӑ парнелерĕç.

Çĕлеменкасси ялĕнчи палӑк умĕнче пулса килчĕç культура ĕсчеенĕсем. Унти палӑк умне вӑрçӑран таврӑнман паттӑр салтаксене асӑнса чечек çыххисем хурса хӑварчĕç.

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика