15:01 08 мая 2020 г.
Тǎван çěршывǎн Аслǎ вǎрçинче çěнтернěренпе 75 çул çитрě. Ярмушка ял тǎрǎхěнче Çěнтерÿ кунне кěтсе илме вǎрçǎ ветеранě пěр çын анчах, Пуканкасси ялěнче пурǎнакан Анисимов Виктор Анисимович çеç пултарчě. Çак пысǎк уяв ячěпе Виктор Анисимовича Ярмушка ял тǎрǎхěн пуçлǎхě Слонов Леонид Михайлович саламларě, асǎнмалǎх парне парса чысларě. Çěнтерěве çывхартасcишěн пěтěм вǎйран ырми-канми тǎрǎшнǎшǎн, пире тǎнǎç пурнǎç парнеленěшěн тав турě. Виктор Анисимовича çирěп сывлǎх, иксěлми вǎй-хал, ырлǎх тата вǎрǎм та телейлě кун-çул сунчě.
Виктор Анисимович вǎрçǎ ветеранěсене манманшǎн, хисеплесе чысланǎшǎн пěтěм кǎмǎлтан хěпěртерě. «Вǎрçǎ нушине текех нихǎçан та никамǎн та курмалла ан пултǎр» -терě.
Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа