Санарпосинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тав сана, вãрçã ачи!

12:02 08 мая 2020 г.

   Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитет. Çулсем хыçала та хыçала юлаççĕ. Вут-çулăм витĕр тухнă салтаксен йышĕ те сахаллансах пырать.

Санарпуç ял тăрăхĕнче вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем пачах та юлман, юлашки 4–5 çулта пурте пурнăçран уйрăлнă.

Паянхи кун тĕлне вăрçă ачисем – 37 çын. Вĕсенчен 18-шĕ – Санарпуçĕнчен, 19-шĕ – Çĕньял Хапăсран.

Вăрçă ачисем, тыл ĕçченĕсем тÿсĕмлĕ пулнипе, ĕçе юратнипе палăрса тăнă. Хурлăх-инкек йăтăнса аннă тапхăрта йывăрлăхпа пĕрле кĕрешнĕ. Выçăлла-тутăлла пурăннã, иртен пуçласа каçчен аслисемпе тан уй-хирте хура тар тăкнã, салтак арăмĕсен шăпи тертлĕ пулнã, фронтран çырусем чăтăмсăрран кĕтнĕ.

Вăрçă ачисене, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырми-канми тăрăшнă ĕç хастарĕсене ентешсем хисеплеççĕ.

Эпир сирĕн умра пуç таятпăр. Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăвăра шеллемесĕр вăй хунăшăн, пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн, тÿпери сар хĕвелшĕн, ачасен чĕвĕл-чĕвĕл куллишĕн сире пысăк тав.

На фото: торжественное мероприятие «Дети войны – наше время» (апрель 2019 г.)

 

 

 

 

 

Санарпосинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429220 Чувашская Республика Вурнарский район д. Новые Яхакасы, ул. 40 лет Победы, д.1в
Телефон: 8(83537) 61-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика