Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕтнĕ медаль çитрĕ

13:30 24 марта 2020 г.

Рыкакасси ялĕнче пурӑнакан Капитолина Александровна Алексеева хӑйĕн кĕтнĕ медальне тинех кĕтсе илчĕ. Вӑхӑтра кирлĕ документсене район администрацине илсе çитереймен пирки, çынсемпе пĕрле çак медале вӑхӑтра илеймерĕ асанне. Юратнӑ хĕрĕ Галина, çак документсене вӑхӑтра тупса района çитернĕ хыççӑн, Москакасси ял тӑрӑхĕнчи культура ĕçченĕсем çак кунсенче медале хуçи патне илсе çитерчĕç.  

Хӑнасене кил хуçи Капитолина Александровна тата унӑн ачаисемпе мӑнукĕсем ӑшшӑн кĕтсе илчĕç.

Çывхарса килекен Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ 75 çул çитнĕ ятпа ӑшшӑн саламласа, хумханакан ветеран кӑкӑрĕ çине медаль çакса ярса чечек çыххипе парне тыттарчĕç культура ĕçченĕсем, илемлĕ юрӑсем шӑрантарса хавхалантарчĕç. Баянпа яланхиллех Надежда Кондукторова хавхалантарса тӑчĕ. Çакӑн хыççӑн асаннен куçĕнчен куççулĕ шӑпӑртатаса юхса анчĕ. Хӑйне çакӑн пек пысӑк чыс тӑвасса пачах та кĕтменччĕ хисеплĕ тыл ĕçченĕ. Хӑй те сисмерĕ вӑрçӑ пуçланнӑ çулхи пĕрремĕш кунсенче пулса иртнĕ вӑхӑтсене аса илчĕ. Вӑрçӑ пуçланнӑ çул иккĕмĕш класс вĕренсе пĕтернĕ хĕрача паянхи кун та куç хупмасӑр каласа пама пултарчĕ çав вӑхӑтри хӑрушӑ кунсем пирки.

Июнĕн 26-мĕшĕнче пирĕн Рикакасси ялĕнчен 10 çынна пĕр харӑс илсе кайрĕс вӑрçӑ хирне, çав хушӑра ман атти те пулчĕ. Шӑп пĕр уйӑхран июлĕн 26-мĕшĕнче пирĕн пата çыру çитрĕ. Атти çапла çырнине астӑватӑп: «Тен çак ман юлашки çыру пулать, каçарӑр мана. Кунта питех те хӑрушӑ, çын сывӑ юласси паллӑ та мар, питĕ хаяр вӑрçӑ пырать, вутпа çулӑм варринче тӑратпӑр. Сывӑ пулӑр!».

«Чӑнах та çакӑн хыççӑн пĕр çыру та илеймерĕмĕр аттиран»,- терĕ куççульне шӑлса Капитолина Александровна. Паянхи унӑн ачисем тӑрӑшнипе аслашшĕ ӑçта вилнине тата вилтӑприйĕ хӑш вырӑнтине шыраса тупнӑ. Кун пирки тĕплĕнрех майӑн 9-мĕшĕччен район хаçачĕ çине çырса пĕлтерме тӑрӑшӑпӑр.

 

Чӑваш Республикин культура

тава тивĕçлĕ ĕçченĕ                                                       Г.Голубева

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика