Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление с Днем работника культуры

17:16 24 марта 2020 г.

Хисеплĕ культура ĕçченĕсем, ветеранĕсем!


Сире чĕререн професси уявĕпе – Раççейри культура ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăварса малалла аталантарса пырасси – çĕр çинчи чи сумлă та пархатарлă ĕçсенчен пĕри. Культура сферинче хăйне евĕр çынсем тăрăшаççĕ, вĕсем талантлă, пуçаруллă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă. Эсир ыттисем каннă вăхăтра ĕçлетĕр, вĕсене уяв савăнăçне, илемне парнелетĕр. Районти пĕр уяв та, паллă кун та сирĕнсĕр иртмест. Культура ĕçченĕсем тăрăшнипех районти пултаруллă çынсем пĕр чăмăра пуçтарăнаççĕ, хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕпе çынсене савăнăç кÿреççĕ.
Сире уяв ячĕпе саламласа хавхалану, творчествăлла ÿсĕмсем, çитĕнÿсем сунатпăр. Малашне те палăртнă тĕллевĕрсем пурнăçланса пыччăр, куракансен тав сăмахĕсене ытларах та ытларах илтмелле пултăр, пурнăçра ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

 


Елчĕк район пуçлăхĕ       И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ        Н.П.Миллин.

 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика