Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Туслăхсем» ĕçтешне юбилейпе саламларĕç

22:28 11 марта 2020 г.

«Туслăхпа» «Шевле» ушкăнсем çепĕç юрă-кĕвĕ, ырă çуркунне ытамĕнче савăнчĕç. «Туслăхсем» ĕçтешне юбилейпе саламларĕç. Чĕнтĕрленĕ туслăх кĕперĕ, çепĕç ырă йыхрав Мăкăрсене çурхи уяв кунĕсенче кÿршĕсем патне-  Катек ялне илсе çитерчĕ.

Мăкăрти «Туслăх», Катекри «Шевле» фольклор ушкăнĕсем  асамлă  та çутă çуркунне çепĕç юрă-кĕвĕ, хаваслă ташă ытамĕнче киленчĕç, юратнă та хисеплĕ ĕçтеше çуралнă кун ячĕпе, сумлă юбилейпе саламларĕç.

Пурнăçри  паллă куна, сумлă юбилее уявлама ку хутĕнче «Шевле» фольклор ушкăнĕн ертÿçи, ялти культура çурчĕн ертÿçи, Людмила Маськина пухрĕ. Çак кунсенче Людмила Петровна юратнă тус-тантăшĕсемпе, хисеплĕ  ĕçтешĕсемпе 60 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Юбилей ячĕпе янăрарĕç салам та тав юррисемпе чун-чĕререн тухакан сăвă кăшăлĕсем, ытама чĕрĕ чечек çыххи хыççăн чечек çыххи вĕçрĕ, кăмăла çĕклерĕ, савăнăç куççульне шăлтарчĕ.

                                                       Хисеплĕ те юратнă Людмила Петровна!

Пурнăç илемĕпе кунсерен савăнса пурăнма юман пек çирĕп сывлăх, вăрăм та çутă кун-çул, шутланисене пурнăçа кĕртме ăнăçу, çăл куç тапиллĕ телей сунатпăр. Хавхалану çăл куçĕ нихăçан та ан иксĕлтĕр. Тавтапуç туслăх çăлтăрне çутнишĕн, туслăх кĕперне хывнишĕн. Эсир пирĕн юратнă та хисеплĕ çын. Нумай çул пурăнсам, туслă пулса юратнă ĕçре пирĕншĕн  ырă  тĕслĕх юлса татах та савăнтар, хавхалантар.  Эпир пĕр ĕç тăватпăр-чăваш  культурине, уйрăмах  чăваш  фольклорне упраса хăварас тата аталантарас енĕпе вăй хуратпăр. Апла пулсан,  малашне те пĕр туслă чăмăра чăмăртанса çĕнĕ кун юррине  юрласа  туслă пурăнар,  суйласа илнĕ  юратнă  ĕçре  паттăр пулар.

Юбилей  ячĕпе!

 

 
 

 

Чагасьское сельское поселение Канашского района

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика