Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Чи çепĕççисемпе сăваплисен ячĕпе». Сиделинский б/п

14:15 07 марта 2020 г.

ХĔРАРАМ тĕнче умĕнче

Мăнаçлăн, сăваплăнянрать.

Чечекĕн курнать çĕр çинче,

Малашлăх çулне вăл тăсать.

      Çапла… Чăннипех, хĕрарăм Маргарита Гуревăн сăвă йĕркисенчи евĕрех çак çут тĕнчере чи хакли, чи сăвапли. Пурнăçра вĕсем чи пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Пĕр вăхăтрах чи ачаш та çепĕç пулма пултараканскерсем кил вучахне упраççĕ, çемье ăшшине парнелеççĕ, тĕрлĕ ĕçре çирĕп те хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлама та ĕлкĕреççĕ.        

      Шăпах çаксумлă тахисеплĕ пикесене çывхарса пыракан Пĕтĕм Тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламласа Сителте Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь «Чи çепĕççисемпе сăваплисен ячĕпе» уяв ирттерчĕç. Унта ялти чăннипех маттур та пултаруллă асаннесемпе аннесем, аппасемпе йăмăксем пыма хапăл турĕç.       

      Уявра çак чи хитре те илĕртÿллĕ яланах Сител шăпишĕн çунакан пикесене çуркуннехи чи ăшă кун ячĕпе Аслă Арапуç ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов, ял старости Марина Выросова, «Сидели» ял-хуçалăхĕ пĕрлешĕвĕн ертÿçи Александр Иванов тата культура ĕçченĕсем ырă та чунран тухакан сăмахсемпе саламласа яланах чечек евĕр хитре, хĕвел евĕр çутă та таса пулма сунчĕç.        

      Мероприятире кил вучахĕн управçисем нумай вăйă-конкурса хаваспах хутшăнса тупăшрĕç. Тĕрлĕ профессие алла илнĕ пикесен уявра артист, повар, ÿнерçĕ, музыкант, дизайнер тата реклама хатĕрлекен те пулма тÿр килчĕ. Вĕсем кунта хăйсен пултарулăхне çуллĕ шайра кăтартса илемлĕ юрăсем шăрантарса, хаваслă ташăсем ташласа вăхăта сая ямасăр ирттерчĕç.       

       Чи сăваплă та сумлă хĕрсем маттуртан уяв питĕ кăсăклă та усăллă пулчĕ. Кашнийĕшех чун каниччен киленсе яланах çапла пĕрле савăнма палăртса тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕ. Çапла хĕрарăмсем пуррипе тÿпе те янкăртарах, хĕвелĕ ăшăрах, уявĕ те иртет – чаплăрах. Апла пулсан чăвашсен паллă юрăçисем хăйсен юрринче шăрантарнă евĕр :        

Мĕн пурăннă таран

Хĕрарăма упрар!

Ун ячĕпе ялан

Мухтав юрри юрлар!

Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная библиотечная система" Батыревского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика