Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламларĕç

15:40 09 марта 2020 г.

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Халăхсен Туслăхĕ орденлĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем Ямаш ял тăрăхĕнче пурăнакансене чăн-чăн уяв парнелерĕç. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламласа «Юрату пурах иккен» камитпе савăнтарчĕç куракансене.

Вăрман Енĕш клубне пухăннă 5 ял халăхĕ Шупашкар артисчĕсене ăшшăн йышăнчĕ, тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕ. Николай Тарасов, Лидия Красова, Николай Дмитриев, Полина Чамжаева, Светлана Дмитриева, Владимир Григорьев сцена ăстисемпе пĕрле чун каниччен кулчĕç ял çыннисем, мĕн пур ĕç-хĕл çинчен манса юратăвăн асамлă хăвачĕпе киленчĕç.

Савăк кăмăл, чун ăшши парнеленĕ хăнасене вĕри чейпе, тутлă чăкăт-кукăльпе сăйласа ăсатрĕç. Н.Артемьев культура ĕçченĕ пурне те тав турĕ, уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, юратупа телей, ăнăçу сунчĕ.

 

фоторепортаж

 

Ямашевское сельское поселение Канашского района

 

 
 

Муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система» Канашского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика