Персирланский ТО ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тайма пуç сана, анне!» аннесен уявĕ - Палтайри вулавăшра.

10:59 06 марта 2020 г.

Тайма пуç сана, анне!» аннесен уявĕ - Палтайри вулавăшра.

 

Çуркуннехи чи илемлĕ кун – Мартăн 8 – мĕшĕ мĕн пур хĕрарăмсен уявĕ.

- Савăнса кĕтсе илетпĕр аннесен уяв кунне,

Пирĕнтен илсемĕр тетпĕр, парнине те саламне, - çак сăмахсемпе уçрĕç Палтайри вулавăша пухăннă уяв каçне.

 «Анне! Çак çын чи çывăххи, чи чапли çĕр çинче. Пурăнать вăл   ĕмĕр сывă кашни çыннăн чĕринче,» - çапла çырнă А.Воробьев  поэт. Чăнах та, кам-ха манĕ тăван амăшне? Никам та мар,  вăл-çке пире ачашласа ÿстернĕ, ăс панă. Эпир ĕмĕр тăршшĕпе ун умĕнче парăмра. «Тайма пуç сана, анне!» юрă пухăннисене ачалăх сăпкине аса илтерчĕ, амăшĕсем çумĕнче пурăннă саманта аса илтерсе куç çульлентерчĕ.

Палтай шкулĕнче вĕренекенсем (ертӳçи Шуверова М.Г.) те саламлама çитрĕç уява. Юратнă аннесене, ытарайми асаннесене хисеплесе юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç.

Аннесем валли хатĕрленĕ ятарлă конкурс та вырăнлă пулчĕ уяв каçĕнче. Пултаруллă аннесемпе, асанне-кукамайсем пепкесене те кипекелерĕç, сăпка юрри те юрларĕç, пӳлĕмре ӳсекен чечек ячĕсене те аса илчĕç, хăю çыхас ăсталăха та кăтартрĕç. Пĕр сăмахпа каласан, хăсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен кăтартрĕç.

Ал ĕç пултарулăхĕн куравĕ те вырăнлă пулчĕ уявра. Рыбакова Раиса тĕрĕ ăсталăхне, Коробкова Людмила çыхас пултарулăха хӳтĕлерĕç, пулас ăрăва канашсем пачĕç.

Чи пултаруллисем тав сăмахне тивĕçрĕç. Уяв каçĕ пур аннесене саламласа юрăпа вĕçленчĕ.

 

Тавах, аннем, çуратнăшăн,

Мăшăр çунат ӳстернĕшĕн,

Ӳстернĕшĕн, юратнăшăн,

Сӳнми телей пилленĕшĕн.

 

Серебрякова Н.В.

 

 

 

Персирланский ТО

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429064 Ядринский район д.Персирланы ул.Шоссейная д.34
Телефон: 8(83547) 61-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика