КЛИМОВСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ 

ИБРЕСИНСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГА

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Туҫари «Ахах» халӑх фольклор ушкӑне тĕнчери халăхсен хушшинчи «Чăваш Ене мухтаса» III фестиваль-конкурсăн лауреачě

10:32 26 февраля 2020 г.

Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа Чаваш Республикинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ культура мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Нарӑсӑн 22-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Туслăх çурчĕнче Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ пулӑшнипе литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» халăхсен хушшинчи конкурс-фестиваль иртрĕ. Проект авторĕ, тĕп йĕркелÿçи Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕ Вера Севастьяновна Архипова.

Асăннă конкурс тĕптĕллевĕ – Тăван ен ĕмĕрти наци культурине, халăх йăлисене тата профессии ăсталăхне упраса хăварасси тата аталантарасси, ҫамрӑксем хушшинчи хастарлăха ӳстересси, Чӑваш ҫӗршывӗн пуян историпе культурине туллин уҫса парасси.

Конкурс-фестивале тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе ҫитнĕ. Сăмахран, хăйсен ĕçĕсене Чăваш, Тутар тата Пушкӑрт Республикинчен, Чӗмпĕр тăрăхĕнчен, Крымран, Питӗрпе Ленинград облаҫӗнчен, Мускавран, Замби, Чехи, Ангола, Алжир, Египет, Палестина, Туркменистанпа Узбекистан тата ытти çĕршыври çамрăксем куçăмлă тата куçăмсăр майпа тăратнă.

Чӑваш Республики Йĕпреҫ районĕнчен Туҫари «Ахах»халӑх фольклор ансамблĕте хутшӑннӑ.Вĕсем курма килнĕ хӑнасене «Ҫӑварни»йӑли-йĕркипе паллаштарнӑ.

Хутшăнакансене жюри членесем Любовь Бушуева, Надежда Гайбурова тата Валентина Архипова тĕплĕн итлесе, тĕрлĕ номинацире хакланӑ.

«Фольклор ăсталăхĕ» номинациреТуҫасем 3-мĕш вырӑн йышӑннӑ.

Туҫа ялĕнче ҫуралса ÿснĕ Галина Казакова та ҫак конкурс-фестивальте хутшӑннӑ. Вӑл хӑй ҫырнӑ сӑвӑпа «Литература вулавĕ» номинацире 1-меш ҫĕнсе илнĕ.

Сăвă вулакансене тата хайлакансене Светлана Асаматпа Раиса Сарпи тата Юрий Сементер паллă поэтсем «Литература хайлавĕ, литература вулавĕ» номинацире итлесе, хакласа хăйсен сĕнĕвĕсене панӑ.

«Чăваш Ене мухтаса» конкурс-фестивальте Чăваш Ен халăхĕсен Ассамблеин ертÿçи Лев Кураков, Туслăх çурчĕн директорĕ Юрий Токмаков, ветерансен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Николай Семенов, ЧНК вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров тата ыттисем те тухса калаçна, хутшăнакансене тата çĕнтерÿçĕсене тав тунӑ.

«Ахах» халӑх фольклор ушкӑнĕ членĕсем те ҫак конкурс-фестивале хутшӑнма пулӑшнишĕн пурне те тав сӑмахĕсем каланӑ.

Климовский территориальный отдел администрации Ибресинского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с. Климово, ул. Комсомольская, д. 14
Телефон: 8(83538) 2-41-08
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика