Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Урнарсемпе Саруйсем февралĕн 23 – мĕшĕнче, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕнче, ĕçлĕ пуху тата пысăк уяв ирттерчĕç.

21:12 24 февраля 2020 г.

      Февралĕн 23 – мĕшĕнче, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕнче, Урнасемпе Саруйсем клуба  йышлăн пухăнчĕç. Пухуна Пысăк Еньккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Александрова уяв ячĕпе саламланипе уçрĕ, ял çыннисене телей, çирĕп сывлăх тата мирлĕ пурнăç сунчĕ, малалла 2019 çулта туса ирттернĕ ĕçсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, 2020 мĕш çулта туса ирттермелли ĕçсен планĕпе паллаштарчĕ, пур те пĕр çын пек кар тăрса туслăн  ĕçлесен палăртнă  ĕçсене вăя кĕртме çăмăлрах пуласси çинчен каласа хăварчĕ.  Ача амăшĕсене те çĕнĕ çулта ырă çĕнĕлехсем кĕтни çинчен аса илсе хăварнипе пĕрле нумай ачаллă тата усрава илнĕ çемьесене ăнăçу тата çемьере килĕшÿпе юрату сĕнсе хăварчĕ.

        Ялăн  пурнăçĕнче пулса иртекен тĕрлĕ ĕçсенче пысăк активлăх кăтартакан ял çыннисене: Е.Н Михайловăна, Л.А.Батухтинана, З.А.Головинана, Н.Е.Никифорова Вăрмар район администрации пуçлăхĕн А.В.Васильевăн  тав çырăвĕсене парса хавхалантарчĕ.

         Любовь Алексеевна ял халăхĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине уçăмлăн та туллин хурав пачĕ, паракан сĕнÿсене пĕрле сÿтсе яврĕç.

         Малалла Çĕнтеру 75 çул, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уяв концерчĕ пуçланчĕ. Шупашкартан килнĕ эстрада юрăçисем Владимир Леонтьев, Лариса Васильева тата Вероника Пинеслу ял халăхне чăн-чăн уяв парнелерĕç, илемлĕ ташă-юрăпа халăха савăнтарчĕç.

           Концерт хыççăн Л.Александрова тата культура ĕçченĕсем ялти ятлă ватăсене, тыл ветеранĕсене, Урнар ялĕнче пурăнакан Купринсен çемьине: Карл Захаровичпа Ева Захаровнăна юбилей медалĕсем тата асăнмаллăх парнесем парса чысларĕç. Любовь Алексеевна ветерансене Çĕнтерÿ кунне  çывхартассишĕн ырми-канми тăван совхозра вăй хунăшăн,  çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулнăшăн  чĕререн тав турĕ.

Большеяниковский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика