Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунĕ

14:30 21 февраля 2020 г.

Паян, нарăсăн 21- мĕш кунĕнче, пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне паллă тăваççĕ.  Çак уява 2000-мĕш çултан пуçласа çулсерен атте-аннене, тăван яла, тăван тавралăха, Чăваш Ене, Раççее, тăван халăхпа ытти халăхсене юратма, хисеплеме вĕрентес тĕллевпе ирттереççĕ.

     Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкулти 2, 4-мĕш классенче вĕренекенсем те çак куна паллă тума хатĕрленчĕç. Вĕсем чăваш халăх поэчĕсен сăввисене пăхмасăр калама вĕренчĕç. Валерия Облесова П.Хусанкай çырнă «Тăван çĕршыв» поэма сыпăкне палăртуллă вуларĕ, Сергей Теллин Юхма Мишшин «Тăван çĕршывăм Чăвашстан» сăввине чуна пырса тивмелле каласа пачĕ, Дарья Облесова С.Вишневскин А.Ыхра куçарнă «Туслăх сăмахĕ» сăвва янраттарчĕ, София Соловьева та П.Хусанкайăн «Савнă çĕр, Чăваш çĕршывĕ» сăвва каласа пачĕ. Класс ертӳçи Григорьева Елена Евграфовнăпа пĕрле Г.Н.Волков çырнă «Ылтăн çĕр» калавне те аса илчĕç ачасем.

    Тăван чĕлхе çинчен калаçнă чух хамăрăн Вĕрентекенĕмĕрĕн   И.Я.Яковлевăн ятне аса илмесен май çуках. Унăн чăваш халăхĕ валли тунă вышкайсăр пысăк ĕçĕсем çинчен презентаци тăрăх пĕлчĕç ачасем.

   Мероприяти Чăваш Республикин Патшалăх гимнне  юрласа вĕçленчĕ.

Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Первоисточник: МБОУ "Байглычевская ООШ" Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика