09:00 17 февраля 2020 г.
Нарăсăн 15-мĕшĕнче Кĕлĕмкасси шкулĕнче СССР спорт мастерне Орест Маркиянова халалласа ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе республика турнирĕ иртнĕ. Спортсменсене Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов, Кĕлĕмкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Денис Денисов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн физкультурăпа спорт кафедрин доценчĕ Андрей Орлов, Кĕлĕмкаси шкул директорĕ Андрей Ильмухин саламланă, кĕрешÿçĕсене ăнăçу суннă.
Ӑмăртура Пучинке ял тăрăхĕнчи спортсменсем те хутшăннă. Анастасия Пашкова - 1- мĕш, Мария Пашкова -3мĕш вырăнсем йышăннă.
Вĕсене эпир ăнăçу тата çитĕнÿсем сунатпăр!
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района