Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юбиляра саламлатпăр

11:49 13 февраля 2020 г.

Хирти Явăш ялěнче пурăнакан СХПК «Дружба» тěп бухгалтерě çак кунсенче хăйěн 55 çулхи юбилейне  паллă турě. Ираида Павловна Рубцовăн сумлă юбилейне пуçтарăннă ěçтěшěсем,  тăванěсем, чун-черисенчи чи ăшă та çепěç сăмахсемпе саламларěç. Малашне те сар хěвел ăшшипе киленсе, пурнăç ырлăхне туйса пурăнма, вăрăм кун-çул, кěр мăнтăре пек тулăх пурнăç, çирěп сывлăх, иксěлми телей сунчěç.

Ираида Павловна çумěнче яланах чи сывăх та юратнă çыннисем пулччěр, вěсем хăйсен тимлěхěпе вăй-хăват парса пымалла пултăр, мăшăрупа, ачусемпе, мăнукусемпе савăнса пурăнмалла пултăр терěç хăнасем. Ăшă сăмахпа СХПК «Дружба» ертуçи Мансуров Ремис Мансурович та тăрса калаçрě. Колхоз производствин çитěнěвěсенче Ираида Павловнăн тупи пуррине те палăртрě, малашне те ěçлесе пыма ăнăçу сунчě. Эльпуçěнчи ял поселенин культура ěçченěсем вара хайсен юрри-ташшисемпе савăнтарчěç.

Альбусь-Сюрбеевский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика