Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнакан Вера Дмитриевна Михайлова 95 çул тултарчĕ

16:28 10 февраля 2020 г.

Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ Вера Дмитриевна Михайлова 95 çул тултарчĕ. Сумлă юбилей ячĕпе ăна мĕнпур тăванĕсем, кÿрши-аршисем саламларĕç. Çавăн пекех Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – экономика, ял-хуçалăх, çер тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Владимир Львов, социаллă хÿтлĕх пай начальникĕ  Наталия Никитина, Раççей президенчĕн, район администраци  пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам çырăвĕсене тата парнине, Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа кăларнă медале парса чысларĕç. Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Гаврил Медведев ял администрацийĕн Хисеп хутне парса хавхалантарчĕ. Ялти хĕрăрăмсен совечĕ ячĕпе Людмила Ежова  та сывлăх та телей сунса саламларĕ.

Вера Дмитриевна 1925 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче   Патăрьел районĕнчи Сител ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вĕсем çиччĕн пĕр тăван пулнă. Вера Дмитриевна - чи асли. Пашьелĕнчи вăтам шкулта 7 класс вĕренсе пĕтернĕ. Аслă Аттелĕх вăрçи пуçлансан Вера аппана Канаша трактористсен курсне вĕренме янă. «Трактора итлеттерме мана питĕ кансĕрччĕ, тарăхаттăм. Пашьел, Сител ялĕсенче чылай суха тунă. Ялти хĕрсен ушкăнĕпе торф кăларма та кайнă».

1947- мĕш çулта Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан Петр Трофимовичпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕ малтанхи вăхăтра Пашьел, Киря, Люля  лесничествисенче   ĕçленĕ. Кайран мăшăр тăван ялтах тĕпленнĕ.

Вера Дмитриевна ял-хуçалăхĕнче бригадăра тăрăшнă. Мĕн чухлĕ терт-нушине курман-ши: пирне те тĕртне, чăптине те çапнă, тыррине те çамрăклах вырма тытăнннă. «Аттепе анне çăпата тума маçтăрччĕ. Эпĕ те вĕсенчен çăпата тума вĕреннĕ. Юрла-юрла ĕçлеттĕм. Пирĕн çăпатасем тĕрлĕ выставкăсене те хутшăнма тивĕç пулнă»- иртнине аса илсе каласа парать Вера аппа. . Мăшăрĕпе çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Куçĕ япăх курнăран паянхи кун ытларах чăваш радиопередачисене итлеме кăмăллать. Юбилярпа сăмахласа ларнă май «Ой машини мамăк тапать» чăваш халăх юррине те аса илсе юрласа пачĕ.

Паянхи кун Вера Дмитриевăн тăватă ачи пурăнаççĕ, виççĕшĕ – хулара, Петр - тĕп килте хуçалăх тытса пурăнать. Сакăр мăнукпа   вун виçĕ   кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнать пирĕн хисеплĕ çыннăмар. Ăс-тăнран çирĕп, ашă кăмăллă Вера Дмитриевнăна тата чылай çул хушши мĕнпур тăванĕсемпе савăнса пурăнма сывлăх та тимлĕх сунатпăр.  

 

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика